22 апреля 2014 г.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленесси нумаях та юлмарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн халĕ уйрăмах хĕрÿ вăхăт: Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем ?ППЭ% пуçланинччен пĕлĕве ăс-пуçра çирĕплетсе хăвармалла. Кашни çулах пирĕн ачасем 11 класс пĕтерес умĕн çак экзаменсене тытаççĕ. Кăçал вăл «Эпир тĕрĕс Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕшĕн» девизпа иртет. Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха паян ачасене тата экзаменсем хăçан иртесси çинчен эпĕ район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Юрий Васильевич Соколовпа курса калаçрăм.
- Юрий Васильевич, сирĕн шутăрпа Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ вĕренекеншĕн кирлĕ-ши?
- Паллах кирлĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ вăл - кашни вĕренекенĕн ĕç-хĕлĕн итогĕсене пĕтĕмлетни, пĕр-пĕр предметпа шкулта мĕн вĕреннине шкул тулашĕнчен тухмасăр экзаменсем тытасси, Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн результачĕсене вара Раççейри кирек мĕнле аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме ярса пама пулать. Калас пулать, Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕнче шкул программине анчах ыйтаççĕ.
- «Эпир тĕрĕс Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕшĕн» девиза мĕнле ăнлантарса пама пултаратăр-ши?
- Кăçалхи Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн тĕп тĕллевĕ - ăна тĕрĕс те йĕркеллĕ ирттересси, çавăнпа та паян-ыран ППЭ ирттерекен пунктсенче видеокамерăсем лартаççĕ, çырăнса юлнă касеттисем 3 уйăх хушши экзамен тыттаракан комиссинче упранĕç. Шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕсене пĕлсе тăма: кашни кун тÿлевсĕр хĕрÿ лини телефонĕ ĕçлет, Раççейĕпе: 800-555-72-73, Чăваш Республикинче: 8-835-257-21-60, Вăрмар районĕнче: 2-10-60.
- Кăçалхи ППЭ çĕнĕлĕхĕсем мĕнлерех пулĕç?
– 2014 çулта вĕренекенсен экзамена анчах мар, Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне ирттерекен пунктне те мобильлĕ телефонсем, планшетсем, электронлă сехетсем, математика экзаменне калькулятор та илсе кĕме юрамасть. Енчен те çакăн пек тĕслĕхсем пулчĕç пулсан, çамрăкăн ĕçне пăрахăçлĕç, экзаменне вара çитес çул тыттараççĕ. Пĕрле паспортпа хура ручка илмелле, ыттине вĕçех параççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх вăл - Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен результачĕсем кăçалтан малтанхи пек 1,5 çул мар, 4 çул хăйсен вăйне çухатмаççĕ. Экзамен пынине районта обществăлла пăхса тăракансем, çавăн пекех федераллă инспекторсем те сăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе наука тата надзор сферинчи федераллă службăн официаллă сайчĕ çинче Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн заданисен уçă банкне вырнаçтарнă, вĕсемпе усă курса харпăр хăй кирек хăш предметпа та хатĕрленме пултарать. Кăçал татах та çирĕпрех мерăсем йышăннă, экзамена кĕрекенсене ятарлă хатĕрпе тĕрĕслĕç, çумра тимĕр япала пуррипе çуккине палăртĕç - ку вăл, экзамен паракана класа телефонсăр кĕртесси. Хĕр упраçпа яш-кĕрĕме тимĕрсĕр çи-пуçпа, эрешсĕр килме учительсем малтанах асăрхаттарма тивĕç.
- Экзаменсем çитсе пыраççĕ, районти ачасене çак вăхăта мĕнле хатĕрлесе пыраççĕ-ши?
- Районти вăтам шкулсенче тĕрĕслесе пăхмалли экзаменсем пулса иртсе кайрĕç, пĕтĕмĕшле илсен, ачасем хăйсен пĕлĕвне лайăх кăтартрĕç. Çавăн пекех шкулсенче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем иртеççĕ. Пухусенче ашшĕ-амăшĕсене кăçалхи экзаменсем еплерех иртесси пирки каласа ăнлантараççĕ. Кăçал пысăк улшăнусем çук, балсен шучĕ математикăпа - 24 балл, вырăс чĕлхипе 36 балран кая пулмалла мар. Енчен те ача палăртнă предметсене çул тăршшĕпех йĕркеллĕ вĕренсе пынă пулсан хăрамалли çук, çак балсене пуçтарса çитеретех. Çавăн пекех классенчи сехетсем иртеççĕ, ачасене хумханмалла марри çинчен калаççĕ. Шкул ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем валли памяткăсем хатĕрленĕ, вĕсене район администрацин, вĕрентÿпе çамрăксен политика пайĕн тата шкул сайчĕсем çинче вырнаçтарнă, кашни шкулта информаци плакачĕсем хатĕрленĕ. Кăçал 11-мĕш класс пĕтерекенсен шучĕ - 126, пĕлтĕр вĕренсе пĕтернисенчен экзамен тытайманнисем -10, енчен те алла аттестат илес тесен вĕсен кăçал та иртнĕ çулхи пек икĕ экзамен тытас пулать - вырăс чĕлхипе тата математикăпа. Хушма ытти экзаменсене вара, малалла хăйсем ăçта вĕренме каяссинчен килет. Иртнĕ çулхи вĕренсе тухнисем малалла вĕренме каяс тесен экзаменсене тепĕр хут тытма пултараççĕ. Кăçал та ППЭ тытакансемшĕн заданийĕсем улшăнман.
- Ачасем паян ытларах хăш предметсене суйласа илеççĕ?
- Вĕренсе тухакансем ытларах обществознани - 92, физика - 55, биологи - 52, истори - 45, чи сахалли вара литературăна - 5 (çын) суйласа илет.
- Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн тапхăрĕ хăçан пуçланать-ши?
- Кăçал экзаменсем иртекен тапхăрĕ майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 21-мĕшĕччен пырĕ. Вырăс чĕлхипе майăн 29-мĕшĕнче иртет, математикăпа - июнĕн 5-мĕшĕнче, географипе, литературăпа - майăн 26-мĕшĕнче, ют чĕлхепе, физикăпа - июнĕн 2-мĕшĕнче, информатикăпа, биологипе, историпе - июнĕн 9-мĕшĕнче, обществознанипе, химипе - июнĕн 11-мĕшĕнче.
Пĕтĕм экзаменсем Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 10 сехетре пуçланаççĕ. Математика, физика, литература, информатика экзаменĕсем 3 сехет те 55 минута пыраççĕ, вырăс чĕлхи, истори, обществознани - 3 сехет те 30 минута, биологи, географи, хими, ют чĕлхе - 3 сехете тăсăлаççĕ. Çапла вара çăмăлах мар пулин те кăçал та ытти çулсенчи пекех экзаменсене лайăх тытасса шанатăп.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА