АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун — уявсен уявĕ

22 апреля 2014 г.

Мăнкун — уявсен уявĕ

Мăнкун - Православи тĕнне ĕненекенсен чи пысăк уявĕсенчен пĕри. Вифлеем хулинче çуралнă Иисус çĕр çинче питĕ сахал - 33 çул кăна пурăннă. Евангели вĕрентĕвĕпе вăл халăх ырлăхĕшĕн асапланса вилнĕ. Вăл хăйĕн вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх парнеленĕ. Малтан вăл асапланнă, унтан чĕрĕлсе тăрса мухтавлăхпа чаплăлăха илнĕ.

Вилсен виççĕмĕш кунне Иисус Христос хăйĕн Турăлăх хăвачĕпе вилĕмĕнчен чĕрĕлсе тăнă. Çавăн чухне çĕр чĕтреннĕ. Иисус Христоса пытарнă шăтăкăн кĕмелли вырăнне пысăк чул хунă пулнă. Çав чула пĕлĕт çинчен аннă ангел йăвантарса янă та хăй ун çине улăхса ларнă. Ангелăн сăнĕ çап-çутă пулнă, тумтирĕ юр пек шурă курăннă. Ăна курсан хурал тăракан салтаксем хăранипе вилнĕ пек хытса тăнă, унтан, тăна кĕрсен, пурте тарса пĕтнĕ.

Шурăмпуç палăра пуçласан Мария Магдалина, Иаков Марийĕ, Соломия, Турра хисеплекен тата ытти хĕрарăмсем Христос ÿтне лайăх шăршăллă мирă сĕрес тесе шăтăк патнелле утнă. Утнăçемĕн шăтăк умĕнчи чула еплерех йăвантарма май килĕ-ши тесе кулянса пынă, мĕншĕн тесен чулĕ çав тери пысăк пулнă. Вĕсем шăтăк умне салтаксене хурал тăратнине тата унта пичет пуснине пĕлмен те пулнă.

Хĕрарăмсенчен чи малтан Мария Магдалина шăтăк умне çитнĕ те, чул шăтăк айккинче выртнине курнă. Унтан Мария Христосăн вĕренекенĕсем - Петрпа Иоанн патне каялла чупнă. Вĕсене хăй мĕн курнине каласа панă. Çутăлса çитсен шăтăк умне ытти хĕрарăмсем те çитнĕ. Вĕсем шăтăкăн сылтăм енче шап-шурă тумлă пĕр çитĕннĕ ача ларнине курнă. Вăл: «Эсир хĕрес çумне пăталанă Назарет Иисусне шыратăр-и/»,- тесе ыйтнă. Унтан çапла каланă: «Вăл чĕрĕлсе тăнă, кунта çук, хăйĕн вĕренекенĕсене вăл Галилеяра кĕтĕ», - тенĕ. Ун хыççăн шăтăк умĕнчи хĕрарăмсем кайнă. Вĕсем хыççăнах, Марияран мĕн пулса иртнине пĕлнĕ, Петрпа Иоанн апостолсем шăтăк патне çитнĕ. Унта вĕсем Иисус ÿтне чĕркенĕ пирпе унăн пуçне çыхнă тутăра çеç курнă. Çак пулăма нимĕн те ăнланмасăрах вĕсем каялла таврăннă. Вĕсем хыççăн Мария Магдалина килсе тупăк патне пынă та йĕре пуçланă. Çак вăхăтра шăтăкра шурă тăхăннă икĕ ангел курăннă: пĕри Иисус выртнă вырăнта - ура вĕçĕнче, тепри пуç вĕçĕнче ларнă. Вĕсем Марийăна мĕншĕн йĕнине ыйтнă. Хăй мĕншĕн йĕнине ăнлантарса парсан, Мария каялла çаврăнса пăхнă та Иисус Христоса курнă. Вăл ăна кунти пахчаçă вырăнне хурса Иисус Христоса ăçта хунине ыйтнă. Çав вăхăтра Иисус Христос Марийăна ятран чĕннĕ. Çапла вара Мария вĕрентекенĕ чĕрĕ пулнине курса ун умне чĕркуçленсе ларса урине чуп тăвасшăн пулнă. Анчах та Христос ăна хăй çумне сĕртĕнтермен, вĕренекенĕсем патне кайса хăй çинчен каласа кăтартма ыйтнă. Каярахпа Иисус Христос мирă илсе килнĕ ытти хĕрарăмсен куçне те курăннă. Христос вĕсене: «Савăнăр!», - тенĕ. Вĕсем те Христос чĕрĕлсе тăнине курнишĕн савăнса унăн вĕренекенĕсене каласа панă. Çавăн пекех Иисус Христос Петр апостола, Лукапа Клеопăна, Еммауса каякан икĕ вĕренекене, унтан пур апостолсене те курăннă. Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнине ĕненсех пĕтереймен Фомана вăл хăйĕн суранĕсене тыттарса пăхтарнă. Каярахпа Иисус Христос пилĕкçĕртен те ытла пухăннă халăха курăннă. Вĕсем вара пурте хăйсем питĕ хытă савăннине тĕрлĕ майлă палăртнă.

Христос чĕрĕлсе тăнă кун Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн чи аслă праçник - вăл куна Мăнкун теççĕ. Çак кун чиркÿсенче ытти кунсенчи кĕлĕсенчен урăхларах - чаплă та савăнăçлă кĕлĕ пулать. Христос тĕнĕн чи Аслă уявĕн ирхи кĕлли шăп çурçĕрте пуçланать. Çак кĕлĕ умĕн священниксем çап-çутă тум тăхăнаççĕ те çутнă çуртасем тытса, хĕрес илсе, Турăшсем йăтса, чан çапса Православи тĕнне ĕненекенсемпе пĕрле чиркÿ тавра çаврăнаççĕ. Çапла çаврăнни шăтăк патне мирă çăвĕ илсе пынă хĕрарăмсем Христос ÿтне шыранине пĕлтерет.

Ирхи кĕлле чиркÿ тавра çаврăннă хыççăн чиркÿ алăкĕ умĕнче: «Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ...» тесе темиçе хутчен юрлама пуçлаççĕ те çак юрра юрласах чиркĕве кĕреççĕ. Мăнкун эрнинче кĕлĕ тунă чухне алтарь алăкĕ эрнипех уçă тăрать. Çак праçникре çынсем пĕр-пĕрне саламласа «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе ырă кун сунаççĕ.

Иисус Христоса хĕрес çинче пăталаса асаплантарнине асра тытса ирттернĕ Аслă типĕ хыçа юлать. Типĕ тытнă ачасемшĕн пысăк савăнăç - хĕретнĕ çăмарта, канфет-пĕремĕк тата ытти пылак та тутлă çимĕçсем. Аслисем те кăмăллă, мĕншĕн тесен вĕсем те çак куна тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ: типĕ тытса çылăхсене каçарттарнă, пÿрт-çурта тасатнă, Мăнкун ячĕпе çăмарта хĕретнĕ, тутлă апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрленĕ. Ун хыççăн чиркÿре иртекен пысăк кĕлле хутшăнса Христос чĕрĕлсе тăнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерсе, вăл хăйĕн асапланăвĕпе пирĕн чунсене тасатнăшăн тав туса тата тепĕр Мăнкунччен сывлăх ыйтса çурта çутаççĕ.

Мăнкун праçникĕпе çыхăннă кĕлĕ Чулкасри Таса Троица чиркĕвĕнче пулса иртнĕ, Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче шăматкун çĕрле 23 сехетре пуçланать те вырсарникун ирччен пулать. Çакăн пек кĕлĕ районти ытти чиркÿсенче те иртет. Хисеплĕ тăвансем, Турра ĕненекенсем, пире Чиркÿ пурне те Мăнкун кунĕ савăнма, праçник тума чĕнсе калать, ĕçсе-çисе мар, праçник тесе савăнмалла. Çак кун хуйхăллă çынсене те савăнтарма, май килнĕ таран йывăртарах пурăнакансене пулăшма тăрăшар тата ытти ырă ĕçсем туса Аслă уява татах та илемлетер. Христос вĕрентнине яланах асра тытар.

Хисеплĕ Православи тĕнне ĕненекенсем, сире малашнехи пурнăçра Турă вĕрентнисене пурнăçласа пыма, ăна чун-чĕререн ĕненме ырлăх-сывлăх сунатăп. Иисус Христос чĕрĕлĕхне пурнăç тăршшĕпех туйса пырса савăнăç, чунра лăпкăлăх, тăнăçлăх пултăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.БАЙГУШЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика