АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен пуринчен те çывăххи

15 апреля 2014 г.

Кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлемелле. Анатолий Александрович Васильев Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннăранпа 1 çул çитрĕ те. Вăл хуть те ăçта ĕçлесен те яланах яваплăха туйса, умне лартнă тĕллеве пурнăçлама тăрăшса вăй хурать. Унăн ĕçне халăх хаклать.

Пысăк Енккасси ял тăрăхне тăватă ял - Пысăк Енккасси ?548 çын пурăнать%, Карăкçырма - ?374%, Урнар - ?299%, Саруй ?429 çын% кĕрет. Пĕтĕмпе 858 хуçалăхра 1650 çын тĕпленсе пурăнать, вĕсенчен ĕçлеме пултараканнисем 1000 çын. Пысăк Енккасси ялĕнче - 226, Карăкçырмара - 184, Урнарта - 197, Саруй ялĕнче 251 хуçалăх. Ял тăрăхĕпе илес пулсан 245 хуçалăхне çуллахи кунсенче кăна çынсем килсе çÿресе пахча çимĕçне туса илеççĕ ?дачниксем%.

Вырăнти хăй тытăмлăхăн ĕç-хĕлĕ ытларах унта пурăнакан халăхпа çыхăннă, мĕн ĕçлени пурте вĕсемшĕнех. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене «халăх тарçисем» теççĕ. Çак сăмах ахальтен халăх хушшинче сарăлман. Унăн пĕлтерĕшĕ питех те анлă. Вырăнти халăхăн йăли-йĕркине сыхласа хăвармалла, ăс-хакăлне ăнланмалла, шухăшне туйса илме пĕлмелле тата ытти те. Кашни кун тĕл пулакан, ял тăрăх администрацине харпăр хăй ыйтăвĕсемпе килсе каякан çынсен кăмăлне тивĕçтермелле. Çак ĕçсене пурне те пурнăçлама тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче. Акă тĕслĕхрен, 2013 çулта ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕсем 1500 çынна тĕрлĕрен ыйтусемпе йышăннă, нотариат ĕçĕсене тума 49 çынна пулăшнă. Çак ĕçсене пурнăçласа бюджета 7300 тенкĕ пырса кĕнĕ. Вĕсен тĕллевĕ ял тăрăхĕн социаллă тата экономикăллă кăтартăвĕсене лайăхлатмалла, ялсенчи урамсенче тирпей-илем кĕртмелле, ял тăрăхĕнчи пушă выртакан çĕрсене регистрацилесе ĕçлес текенсене арендăна парса пусă çаврăнăшне кĕртмелле, вĕсемпе туллин усă курса хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем йĕркелесе ялсенче пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем туса памалла, çамрăксене ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе инвесторсене явăçтарса тĕрлĕрен пĕчĕк предприятисем уçма тăрăшмалла, çăл куçсемпе тарасасене тасатса тирпейлесе тăмалла, ялти ватăсене пур енлĕн пулăшассине те айккинче хăвармалла мар, ялтан тухса кайнă çемьесене, çамрăксене яла таврăнма условисем туса парас енĕпе, ял тăрăхĕн территоринче пурăнакан çамрăксене спорт вăййисене явăçтарассипе те нумай ĕçлемелле, ялта пурăнакана аталанма пулăшакан РФ, ЧР программисемпе туллин усă курмалла. Çавăн пекех ял тăрăхĕнчи йывăр çемьесемпе те çанна тавăрсах ĕçлемелле, халăх сывлăхне сыхласси те пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçĕсене РФ, Чăваш Республикин саккунĕсемпе, Уставĕпе, район тата ял тăрăхĕн депутачĕсен йышăнăвĕсемпе, решенийĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать.

Пурнăçĕ улшăнса пынă май пĕр вăхăт ялсенче те ĕç вырăнĕсем пĕтсе ларчĕç. Чылай çынсем ялсенчен тухса кайса ĕçлесе пурăнма пуçларĕç. Çакă вара Пысăк Енккасси ял тăрăхне те пырса тиврĕ. Хуçалăх саланса кайса фермăсем юхăнса пĕтрĕç, çĕрсем акăнмасăр выртрĕç. Кĕрлесе тăракан хуçалăхăн тĕпĕ-йĕрĕ те юлмарĕ. Çапла вара çак çитменлĕхсене пĕтерес тесе юлашки çулсенче çав тери нумай ĕçсем пулса пычĕç. Хальхи вăхăтра пушă выртакан çĕрсене регистрацилесе ĕçлеме кăмăл тăвакансене арендăна парас ĕç пырать. Пушă выртакан çĕрсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пулин те трактор сассисемпе тулма пуçларĕç. Ял тăрăхĕнчи 1000 гектар çĕре суд урлă регистрацилес ĕçе вĕçне çитерсе пыраççĕ. Сăмахран, çак ял тăрăхĕнчи В.Сергеев çĕре арендăна илсе ял хуçалăх культурисем акса, лартса илет. Кăçал вăл 250 гектар çинче урпа, 150 гектар - тулă, 25 гектар çурхи тулă, 25 гектар кĕрхи ыраш, 10 гектар çинче çĕр улми, 5 гектар купăста, 10 гектар рапс тата ытти пахча-çимĕç туса илесшĕн. Ку ĕçсене пурнăçлама МТЗ тракторсем - 2, ДТ-75 -1, Т-150 -1 тата кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх техникисем те çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле илсе В.Сергеев хресчен ?фермер% хăйĕн çемье подрячĕпе ĕçлесе çур акине тухма паян тесен паян хатĕр. Çунтармалли сĕрмелли материалсене кÿрсе килнĕ, кондициллĕ тĕрлĕ вăрлăхсем те пур. Кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх техникисене юсаса пĕр рете лартса тухнă. Хальхи вăхăтра А.Леонтьевпа Н.Прокопьев слесарьсем юсавăн юлашки вак-тĕвек ĕçĕсене пурнăçлаççĕ ?ÿкерчĕк çинче%. В.Сергеев фермер пуçăннă ĕçне малалла та туллин аталантарса пырасшăн. Туса илнĕ тыр-пула выльăх-чĕрлĕх витĕр кăларма тĕв тунă. Малтанхи вăхăтра сысна ферми пулнă вырăнта ферма уçса, мăйракаллă шултра выльăхсем усрама тытăнасшăн. Ку ял тăрăхĕнчи П.Григорьев, С.Калягин, В.Яковлев, Н.Тимофеев, Н.Александров хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем те аван ĕçлесе пыраççĕ, çĕрсем пушă ан вырттăр тесе тăрăшса ĕçре тĕрлĕ мелсем шыраççĕ.

Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнче тĕрлĕ канашсем ĕçлеççĕ: ирĕклĕ халăх дружини, ветерансен, хĕрарăмсен, профилактика канашĕсем. Çаксем пурте халăх канлĕхĕшĕн, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшассишĕн, тÿрĕ çулран пăрăнса преступлени тăвасран сыхланассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕсенче тĕрлĕрен кружоксем лайăх ĕçлесе пыраççĕ: «Сарнар», «Еник» фольклор ушкăнĕ ĕçлет, ертсе пыраканĕ Н.Гаврилов. Коллектив хуть те мĕнле яваплă мероприятисене те активлă хутшăнать, хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Библиотекăсем çумĕнче те нумай енлĕ ĕçлекен центрсем ĕçлеме пуçланă. Библиотекарьсем кунта килекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ. Шкул ачисемпе те активлă ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, Урнарти Д.Алексеева библиотекарьпе Л.Иванова клуб заведующийĕ ачасене те, ватăсене те хăйсем патне илĕртме пултараççĕ. Кунта библиотека çумĕнче «Надежда» клуб, çавăн пекех ачасен «Ялти чечексем» клуб та ăнăçлă ĕçлеççĕ. Малтанхи вăхăтра ача сачĕ - шкул пулнă çурта юсаса хута янă, халĕ кунта ял клубĕпе библиотека тата фельдшерпа акушер пункчĕ. Вĕсене çĕнĕ технологисемпе ăшăтмалли кăмакасемпе ăшăтаççĕ. Кунта хăтлă та ăшă. Библиотекăра ачасем килти ĕçсене тума та кăмăллаççĕ, мĕншĕн тесен ялти айлăмарах вырнаçнă урамсенче интернет çыхăнăвĕпе усă курма çук. Çавăнпа та ытларах çак урамсенче пурăнакан ачасем кашни кун тенĕ пекех библиотекăна çÿреççĕ. Унсăр пуçне уроксем хыççăн пушă вăхăтсенче ал ĕçĕ тума та юратаççĕ ачасем. Вĕсене ялти «ылтăн алăллă» Т.Алексеева, Л.Иванова, В.Петрова, Т.Тихонова тĕрлĕрен япаласем çыхма вĕрентеççĕ. Вĕренни нихăçан та пăсмасть тенĕ пек хĕр ачасем — Ю.Егорова, И.Михайлова, А.Толмачева, А.Иванова кăмăлпах çыхма вĕренме çÿреççĕ. Л.Ивановăпа Д.Алексеева вара çыхма вĕренмелли тĕрлĕ майсем шыраса интернетпа та, ялти çынсемпе те тăтăшах çыхăну тытаççĕ. Хăйсем те тем те тума пултараççĕ?ÿкерчĕк çинче%. Кĕнеке вулама та чылайăн çÿреççĕ кунта. Чи активлисем Л.Платонова, Л.Иванова, Р.Алексеева, Елена Савиновнăпа Геннадий Иванович Андреевсем, Валентина Ивановнăпа Николай Александрович Константиновсем. Вĕсем кĕнеке те вулама юратаççĕ, тĕрлĕрен мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. В.Сытина «Сарнар» фольклор ушкăнне ертсе пырать. Пысăк Енккасси ялĕнчи Н.Никонорова библиотекарь пур ĕçе те тума ĕлкĕрет, хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне халăха нумай пулăшу кÿрет, кружоксемпе ĕçлет. Ял тăрăх территоринче 1 вăтам шкул, 1 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, 2 ача сачĕ, çемье врачĕн офисĕ -2, культура çурчĕ - 3, райпо лавкки - 4, уйрăм çын лавккисем - 4, çыхăну уйрăмĕ -1, перекет банкĕн филиалĕ те пур. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче кăçал вĕсем шăл кабинечĕ уçасшăн. Шăл кабинетĕнче ĕçлемелли çĕнĕ йышши оборудованине Дент-а-мед учрежденин ертÿçи Ю.Зорин парнелени те вĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшасса шанаççĕ. Çитес вăхăтсенче çĕвĕ цехĕ уçас тĕллев те пур. Ял тăрăхĕн бюджетне пуянлатас тĕллевпе те тĕрлĕ майсем шыраççĕ. 2013 çулта ял тăрăхĕн бюджечĕ 3399777 тенкĕ пулнă пулсан, 3249628 тенкипе кирлĕ шайра усă курнă. Вĕсенчен налук пуçтарассипе тата ытти тĕрлĕ енлĕ килсе кĕнĕ укçа 589928 тенкĕ, ку вăл хăйсен тупăшĕ -17,4 процент. Вырăнти налук укçипе тата халăх ирĕклĕ пулăшнипе 74070 тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Çак укçа пушар, коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă. 2013 çулта хамăр ентеш Урнар ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Н.Никифоров пушар машини илме пулăшнă. Çывăх вăхăтрах вăл ĕçлеме тытăнĕ.

Патшалăх енчен те, район администрацийĕ те ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас, çамрăксене яла хăварас, пурăнма тата ĕçлеме условисем туса парас тесе тăрăшать. Юлашки çулсенче кашни яла çитме асфальтлă çул туни, газ кĕртни тата ытти те халăхшăнах. Ялта та хулари пек пурăнаççĕ. Апла пулин те ача çураласси юлашки çулсенче чакать, вилеслĕх ÿсет.

Çĕнĕрен кил-çурт çавăрма патшалăх енчен те ăнланса çамрăксене пулăшассипе нумай тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Çав шутран 35 çула çитмен çамрăксене çурт лартма е хваттер туянма паракан 6 процентлă ипотека çăмăллăхлă кредит тата ытти те. Ялта пурăнакансене хушма хуçалăха аталантарма ятарлă программăпа килĕшÿллĕн çăмăллăхлă кредит пани те пысăк пулăшу. Иртнĕ çул çак программăпа килĕшÿллĕн 45 хуçалăх усă курнă. Ял халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Маларах асăннă ĕçсемсĕр пуçне тата ялсенчи çул-йĕрсене тăтăшах юсаса тирпейлеççĕ. Саруй ялĕнчи 400 метр çула вак чулпа сарса хытарнă, хĕл кунĕсенче те çулсене юртан тасатса тирпейлесех тăнă, нумай çÿп-çап куписене тасатса илем кĕртнĕ. Шкул администрацийĕпе коллективĕ тата ачасем пулăшнипе улма-çырла пахчи уçнă. Халăхпа пĕрле нумай ĕçсем туса ирттерме пулать.

Апрелĕн 21-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх системинче ĕçлекенсен уявĕ. Çак уяв ячĕпе ял тăрăх пуçлăхĕ А.Васильев çапла саламлать: «Вырăнти хăй тытăмлăх паянхи обществăн пĕлтерĕшлĕ институчĕсенчен пĕри. Вăл халăхсен пурнăçне йĕркелес ĕçĕн тĕп пайĕсене хăй çине илнĕ. Çавăнпа та унăн ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак уяв ячĕпе пĕтĕм муниципалитет йĕркеленĕвĕнче вăй хуракансене чĕререн саламлатăп, халăх пĕрлĕхне тытса пырса çирĕппĕн малашлăха утма ырлăх сывлăх, телей сунатăп».

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика