АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç урапи çаврăнать

23 января 2013 г.

Татьяна Павловна Павлова 1918-мĕш çулта январĕн 1-мĕшĕнче Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вĕсем пĕр тăвансем виçĕ хĕр çитĕннĕ. Чи кĕçĕнни вара Татьяна аппа пулнă. Çирĕм пĕр çула çитсен 1939-мĕш çулта хăйĕн амăшĕ çуралса ÿснĕ яла, Эçпепене, качча тухать.

Алексей Михайлович Харитоновпа çемье çавăраççĕ. 1940-мĕш çулта вĕсен Миша ятлă ывăл çуралать. 1941 çулта мăшăрĕ Тăван çĕршыва сыхласа хăварма фронта тухса каять. 1944 çулта Алексей Михайлович йывăр аманса костыльпе киле таврăнать. 1946 çулта Лида хĕр ача çуралать. Алексей Михайлович йывăр сурансене пула нумаях та пурăнаймасть. 1947 çулта çемйинчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять. Татьяна аппа ачисене пĕчченех ура çине тăратать, пĕлÿ илме пулăшать. Вĕсен питĕ сăпайлă çемье, ачисене ĕçчен те хастар, сăпайлă та çепĕç пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Хăйсен ĕçченлĕхне пулах ĕнтĕ кермен пек çурт хăпартса лартнă, çĕр çинче кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм хатĕрлеççĕ. Вĕсем карта тулли сурăх, чăх-чĕп усраççĕ. Сурăхĕсене вара нихăçан та хăваласа шыраса çÿремеççĕ. Кÿршĕсем калашле выльăхĕ те хăйсем пекех ăслă та, этем чĕлхине пĕлекен чĕр чунсем тейĕн. Татьяна аппа хапхине уçсанах: «Айтăр! Килĕр! Кĕрĕр!», - тесенех хăйсемех кил картишне чупса кĕрсе каяççĕ. Халĕ Татьяна Павловнан сывлăхĕ йăвашланнă май выльăхсем патне тухса çÿреймест. Вăрçă çулĕсенчи чи йывăр вăхăтра вăл тăван колхозра ырми-канми, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Пĕрре кăна мар грамотăсемпе дипломсене тивĕçнĕ, «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ» ятсене илнĕ. Татьяна аппана ачисем, мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕсем питĕ хисеплеççĕ. Лида хĕрĕ Омск хулинче пурăнать пулин те çулталăкне икĕ-виçĕ хутран кая мар амăшĕ патне килсе тăрать. Мускав хулинче пурăнакан мăнукĕ Рита вара кашни уйăхрах килсе каять тесен те йăнăш пулас çук. Татьяна аппа килте Миша ывăлĕпе пурăнать. Вĕсен çемйи çав тери туслă, унта сасса хăпартса калаçакан çын çук. Январĕн 1-мĕшĕнче Татьяна Павловна 95 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне панă, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ячĕпе те чысланă, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров саламланă. Эçпепери культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ юбиляра, хăнасене хăйсен юррисемпе савăнтарнă, Хĕл Мучипе Юр Пикерен парне парнеленĕ. Татьяна Павловна çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика