23 января 2013 г.
Татьяна Дорофеева пулас çыравçăна эпĕ 1995 çултанпах пĕлетĕп. 1973 çулта çуралнăскер мĕн пĕчĕкрен пĕрремĕш сăввисене калăплама пуçланă. Арапуç ялĕнче кун çути курнăскер вырăсла та, чăвашла та çырать. Ăсталăхне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче туптанă. Татьяна Юрьевна сăввисенче тăван ене, çамрăк ăрăва юратни, ваттисене, тăвансене хисеплени курăмлă палăрать. 1995-мĕш çултанпа вăл район, республика, Раççей хаçачĕсенче хăйĕн хайлавĕсене пичетлерĕ. Поэзие юратакансем унăн сăввисем пирки чи ырă сăмахсем калаççĕ. Тĕрлĕ конкурссене те хутшăнать вăл.
Юлашки 2-3 çул уншăн уйрăмах ăнăçлă пулчĕ. «Постучала ночь в окошко» (2010 ç.), «Над Арей рекой» (2011 ç), «Все дороги - на Урмары» (2012 ç.) сăвă кĕнекисем пичетленсе тухрĕç. Коллективлă кăларăмсенче те хайлавсем кун çути кураççĕ.
2012 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Татьяна Юрьевна Дорофеева - Мирона Чăваш тата Раççей писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Январĕн 25-мĕшĕнче Çветтуй Татьяна кунĕнче ăна çирĕп сывлăх, телей, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.