АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАРСЕМ ПЕРОВА ЛАЙĂХ ПĔЛЕÇÇĔ

23 января 2013 г.

«Мĕнпур чунне, вăй-халне парса ĕçлерĕ Иван Николаевич Вăрмар районĕнче. Халĕ те ăна унпа пĕрле ĕçленĕ учительсем, вăл вĕрентнисем ырăпа аса илеççĕ».

(Педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ Р.Петрова каланинчен).

1991 çулта «Пирĕн ентешсем - ÿнер ĕçченĕсем» кĕнеке пичетленсе тухсан Вăрмарта паллă ентешсене пухса уяв ирттернĕччĕ. Вăл еплерех пынине Чăвашрадио корреспонденчĕ Иван Перов магнитофон ленти çине çырса илчĕ, кайран сехете яхăн пыракан передача йĕркелерĕ те эфира кăларчĕ. Уяв вăхăтĕнче хамăрăн паллă баянçăсемпе Н.Ивановпа, А.Васильевпа ăмăртмалла кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарса савăнтарчĕ. Ун чухне вăл ăста радиожурналист çеç мар, пултаруллă купăсçă пулни те палăрчĕ. Паллах, передачăсене итлекене килĕшмелле хатĕрлеме сасăсен кĕвĕ-çемĕлĕхне ăнланни самаях пулăшать пулĕ çав. Иван Николаевичăн эфирти (хамăр хушăмăртине шута илместĕп те) калаçăвне вăтăр çул ытла итлетĕп ĕнтĕ, хăнăхрăм, йăлăхрăм теме чĕлхем çаврăнмасть. Çĕнни те, илĕртÿлли те пĕрмаях тупăнса тăрать.

Паллă радиожурналист çуралнăранпа (Куславкка районĕ Кунер ялĕ) 67 çул çитнĕ тĕле Николай Григорьев «Микрофон умĕнче - Иван Перов» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Хитре хуплашкаллă вăл, тăпăлкка кăна. Кĕнекепе хамăрăн вулакансене паллаштармасăр епле чăтайăн! Ара, Иван Перова Вăрмарсем те лайăх пĕлеççĕ-çке. Акă унăн пурнăçĕнчи чи паллă тапхăрсем, ĕç тăрăмне витĕм кÿнĕ пулăмсем.

Пулас учитель, журналист виçĕ çул Германире хĕсметре пулнă. Санинструкторсен курсĕнчен вĕренсе тухсан (паллах, Кунерти тата Карачри шкулсенчен «пиллĕк» паллăсем çеç илсе тухни те çав курса лекме çул уçнă) ротăри салтаксен сывлăхне тĕрĕслесе тăнă. Ача чухнех купăс ăста калаканскер пушă вăхăтра аллине баян тытать, ăна та çăмăллăнах парăнтарать. Хĕсмет хыççăн çичĕ уйăх Кунерти сакăр çул вĕренмелли шкулта аслă пионервожатăйра тăрăшать. Унтан - университет. Историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчи журналистика ушкăнĕн студенчĕ пулса тăрать. Унпа пĕрлех пĕр ушкăнра Вăрмар тăрăхĕнчен Рената Михайлова, Римма Николаева вĕреннĕ. Римма Григорьевна чылай çул Кивĕ Вăрмарти шкулта вăй хучĕ, районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен меслетлĕх пĕрлешĕвне ертсе пычĕ. Вăл çапла аса илет: «Пирĕн ушкăнра çирĕм пилĕк студентчĕ. Эпир, тин çеç шкул саккинчен хăпса килнĕскерсем, питĕ хăюсăрччĕ, вăтанаттăмăр. Каччăсенчен Иван Перов уйрăларах тăратчĕ - ара, вăл çар хĕсметĕнче те пулнă-çке, шкулта та ĕçлесе курнă. Çавăнпа ăна старостăна суйларĕç. Пире вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче те ертсе тăратчĕ. Спорт енĕпе хастар пулса тĕслĕх кăтартатчĕ. Студентсен концерчĕсене, тĕрлĕ фестивальсене хутшăнаттăмăр, Ваня баян каласа савăнтаратчĕ. Унран радиожурналист пуласси малтанах сисĕнетчĕ, мĕншĕн тесен юлашки курсра магнитофон илсе килсе интервьюсем çыратчĕ те Чăваш радиора хитре передачăсем йĕркелетчĕ. Университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан И.Перов пирĕн тăрăхра ĕçлерĕ, çавăнпа эпĕ те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер, уншăн питĕ савăнатăп».

Çапла, алăра - пĕтĕмпех «пиллĕк» паллăсем картнă хĕрлĕ тĕслĕ диплом. Журналистика енĕпе каймалли çула хăв суйласа илме пултаратăн. Çук, чавсапа хирĕнсе мала тухасшăн мар Иван Перов, хăйсен çулĕсене тупнă юлташĕсене хĕстересшĕн мар. Çавăнпах-и, редакцири вырăнсăрах юлать. Вăрмар тăрăхне учителе ĕçлеме кайма сĕнсен хирĕçлесе тăмасть - кунтан унăн тăван ялĕ те аякрах мар вĕт.

«Ялти учитель» пая вулатпăр. Виçĕ страницăллă, пĕр сăн ÿкерчĕклĕ вăл. Шутласан, Вăрмар тăрăхĕнче вĕрентÿре çичĕ çул тăрăшнă тапхăршăн сахалрах пек ку. Иван Перовăн Вăрмар аса илĕвĕсем чылаях пулĕ-ха. Çапах та ...

Энтриялĕнчи шкулта ĕçе пуçăнсанах В.Петров директор çамрăк специалиста хăйĕн çумĕ пулса класс тулашĕнчи воспитани енĕпе ĕçлеме сĕнет. Хаваспах килĕшет Иван Николаевич. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне икĕ хор йĕркелет, «Çамрăк журналист» тата сăн ÿкерес енĕпе кружоксем уçать. «Хĕрлĕ ялав» хаçат страницисенче Энтриялĕнчен çамрăк корреспондентсем çырнă заметкăсем, тĕрленчĕксем, сăвăсем тăтăшах пичетленеççĕ. Çак шкултан çулсеренех Чăваш патшалăх университетне чăваш уйрăмне вĕренме кĕрекенсем пулни тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен И.Перов тăрăшулăхĕнчен килнине палăртар.

1976 çулта И.Перова Пысăк Енккасси шкулĕн директорне уйăрса лартаççĕ. Пысăкрах шкул, йышлă коллектив. Кунти ĕçе те çамрăкла хĕрÿлĕхпе, пысăк хастарлăхпа пуçăнать Иван Николаевич. Педагогикăри çĕнĕлĕхсене вĕрентÿ процесне кĕртме тăрăшать. Ахăртнех, «инициативăшăн айăплаççĕ» текен каларăш пирĕн йăларан нихăçан та каяс çук пулĕ. Çын çитĕнĕвĕсене кура ăмсанни, ура хума тăрăшни сисĕнме пуçлать. Çавăнпа чăнлăха мала хуракан педагог хăйне тепĕр шкула куçарма ыйтать. Ăна Хуруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула директора çирĕплетеççĕ. 1980 çулта Перовсен çемйи Шупашкара куçать. Çавăнтанпа ĕнтĕ унăн сасси Чăваш радио эфирĕнче пĕрмаях илтĕнме пуçлать. Вăл, 30 çул ытла радиожурналистикăра тăрăшаканскер, «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята, «СССР сывлăх сыхлас ĕç отличникĕ» паллăпа темиçе медале тивĕçнĕ.

Кĕнекене малалла вулатăп, сăн ÿкерчĕксене тĕсетĕп - Вăрмар енпе çыхăннă вырăнсене шыратăп. Акă Чăваш радион шеф-редакторĕн Ольга Тургайăн Иван Перов пултарулăхне хакласа каланă сăмахĕсене темиçе те тĕл пултăм. Ольга Николаевна пирĕн районтан, Арапуç хĕрĕ. «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» пĕрлешĕвĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан В.Нягинпа (Энĕшпуç) ÿкерĕннĕ фотосăн та вырăн тупнă кĕнекере. И.Перов пушара хирĕç кĕрешекенсем пирки чылай передача хатĕрленине те палăртнă. Педагогика кандидачĕн Р.Петрован сăмахĕсене вулама кăмăллă. Вăл И.Перовăн Вăрмар тăрăхĕнчи ĕç тапхăрне лайăх çутатнă.

Тата çакна палăртар: «Микрофон умĕнче - Иван Перов» кĕнекене Чăваш Республикин сывлăх сыхлас ĕç министрĕнче ĕçленĕ Николай Григорьев çырнă. Вĕсем - Иван Николаевичпа Николай Григорьевич - тахçантанпах туслă. Туслăхра çуралнă ĕçĕн çимĕçĕ те пахалăхлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика