АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăра çирĕпленнĕ туслăх мирлĕ пурнăçра спортра палăрать

12 апреля 2014 г.

Вăрçăра çирĕпленнĕ туслăх мирлĕ пурнăçра спортра палăрать

Афганистан территорийĕнчен Совет Çарĕсен уйрăм контингентне илсе тухнăранпа 25 çул иртнĕ пулин те, çак вăрçа хутшăннисем хăйсен çарти туслăхне манмаççĕ.

«Афганистан вăрçин Раççейри ветерансен Союзĕ» организацин Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕ районта мини-футбол выляс енĕпе апрелĕн 5-мĕшĕнче уçă турнир ирттернĕ.

Ăмăртăва хутшăнма çак командăсем кăмăл тунă: Канашри «Локомотив» футбол клубĕ, Шупашкар районĕн Ишлей салинчи «Звезда» команда, Тăвай районĕнчи «Янтиково» тата «Урмары-ветераны» футбол клубĕсем. Мероприятие райадминистрацин верентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов уçнă.

Унсăр пуçне ăмăртăва хутшăнакансене «Афганистан вăрçин Раççейри ветерансен Союзĕ» Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ, «Аван-пром» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ О.Ильин, Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ, милицин отставкăри полковникĕ, филологи наукисен кандидачĕ, 1985-1986 çулсенче Афганистанра вĕрентÿпе çамрăксен ĕçĕн пайĕн советникĕ пулнă Н.Михайлов, Чăваш Енри футбол федерацийĕн пресс-атташе В.Крысин ветерансем хушшинче футбол вăййин юхăмне аталантарас енĕпе ĕçлекен республикăри ăмăртусен директорĕ В.Михайлов, республика шайĕнчи футбол судйи А.Жуков саламланă. Турнира хутшăнакансем хушшинче çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн медальсем илнĕ ветерансем сахал мар пулнă. Тĕслĕхрен кăна вĕсен хушшинче «Паттăрлăхшăн» тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене тивĕçнĕ А.Александров, Л.Михайлов, В.Ефимов тата ыттисем те. Çивĕч пынă тупăшура пĕрремĕш вырăна пирĕн ентешсем - «Урмары - ветераны» футбол клубĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Шупашкар районĕнчи Ишлей салин «çăлтăрĕсем» - «Звезда» команда, виççĕмĕшĕнче Канашри «Локомотив» футбол клубĕ, тăваттăмĕшĕнче - Тăвайсем.

Çĕнтерÿçĕ-команда Кубока тивĕçнĕ ытти командăсене тĕрлĕ призсемпе хавхалантарнă. Вăйăсенче палăрнă уйрăм вăйăçăсене те палăртнă. «Чи лайăх вылякан» ята О.Иванов («Урмары-ветераны»):, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Д.Володарский («Звезда»):, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята М.Андреев («Янтиково») тивĕçнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н. ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика