12 апреля 2014 г.
Мĕн ĕлĕкрен этем çĕр çинче çĕнĕрен те çĕнĕ вырăнсем уçас туртăмпа пурăннă. Анчах уçса пĕтернĕ хыççăн та çак туртăну сÿнмен. Вăхăт шунă май тĕнче уçлăхне тимлĕн тĕпчес кăмăл та çуралать. Çак ĕмĕте пĕрремĕш пурнăçлаканни вара Юрий Алексеевич Гагарин пулнă. Вăл çуралнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Пирĕн ентеш А.Г.Николаев та унăн пуласлăхĕпе хавхаланса тĕнче уçлăхне икĕ хутчен вĕçме пултарнă. Тĕнче уçлăхĕпе çывăх çыхăну урăх майпа та тытма пулать иккен. Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ техника наукисен докторĕ Валерий Андреевич Туртушов тĕнче уçлăхĕпе çыхăну тытма урăхла меслет тупнă. Валерий Андреевич 1939 çулта Кавал ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Андрей Иванович, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă, амăшĕн, Ирина Григорьевнăн, ывăлне тата пĕчĕк йăмăкне пĕчченех ура çине тăратма лекнĕ. Пĕчĕк Валера 1946 çулта Кавалти вăтам шкула вĕренме каять. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл алăпа ăсталама юратнă, уйрăмах техникăпа туслă пулнă. Çапла алă айĕнче мĕн пур материалтан вăл кил валли телевизор пуçтарнă. Кун хыççăн вара малашнехи пурнăçа мĕнле ĕçпе çыхăнтарас ыйту хăйех хуравланнă. 1956 çулта каччă шкула пиллĕк паллăсемпе вĕренсе пĕтерсе Кемеровск облаçĕнчи «Полысаревская-1» шахтăна лава хатĕрлес такелажнике ĕçлеме вырнаçать. 1957 çулта Валерий Андреевич Хусанти Авиаци институчĕн студенчĕ пулса тăрать. Унта вăл «Двигатели летательных аппаратов» специальноçпа вĕренсе пырать. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, ăна Воронежри Химавтоматика конструкторсен бюровне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Унта вăл çĕнĕ специалист должноçĕнче вăй хурать. Часах çамрăк каччăна Совет Çарне илеççĕ. Анчах салтак пурнăçĕ хыççăн та Валерий Андреевич хăйĕн ĕмĕтне пăрахмасть. Хусанти Авиаци институтĕнчи аспирантурăна куçăмсăр майпа вĕренме кĕрсе малтанхи Химавтоматика конструкторсен бюровĕнче ĕçе пикенет. Кунта та Валерий Андреевичăн вĕренÿпе çыхăну татăлмасть, 1980 - 1983 çулсенче Воронеж хулинче патшалăх университетĕнче «Прикладная математика» специальноçпа вĕренет. 2007 çулхи апрель уйăхĕнче Валерий Андреевич техника наукисен докторĕн ученăй степеньне тивĕçлĕ пулать. Чи хаклă чыслав вара Валерий Андреевичшăн «Энергия-Буран» ракета-носитель валли кислородлă водородлă двигатель шутласа кăларса хатĕрленĕшĕн «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав» орденне тивĕçни. Газотурбина двигательне туса хатĕрленĕшĕн ăна «Ĕç ветеранĕ» медаль, «Авиаци двигателестроени союзĕн» грамотине панă. Валерий Андреевич хăйĕн ĕçĕ-пурнăçĕ çинчен кĕнеке те çырса кăларнă, вăл епле майпа инженер-конструктортан тĕп конструктор пайĕн начальникĕ пулма пултарни пирки те унта тĕплĕн палăртса хăварнă. Вăл çавăн пекех 26 ăслав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те, Валерий Андреевич юратнă ĕçĕпе тăрăшать. Вăхăчĕ сахалтарах пулин те тăван кĕтесе манмасть, кашни çулах Кавал ялне килсе каять. Вăл ача чухне ăсталанă пĕчĕкçĕ телевизорĕ вара халĕ те упранать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ПРОКОПЬЕВА.