АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисене палăртрĕç

02 апреля 2014 г.

Чи пултаруллисене палăртрĕç

Чылай çул хушши федераци, регионсенчи тата муниципалитетсен органĕсен шайĕнче Раççейре «Чи лайăх вĕрентекен» конкурс иртет. Пурте танлаштарура палăрать теççĕ - питĕ тĕрĕс сăмахсем. Çавăнпа та районти педагогсем çак конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшаççĕ. Шкула кам килет - шкул çулне çитмен вĕрентÿ заведенийĕсенчи ушкăнĕсенче вĕренÿпе ăсталăх никĕсне ăша хывнисем. Вĕсене вара пĕлÿ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшаканĕсем - ача сачĕсенчи воспитательсемпе вĕсен пулăшуçисем.

Çавăнпах ĕнтĕ çак кун учительсемпе воспитательсене пĕр кунта чыс тума йышăнчĕç. Чыславăн чаплă лару-тăрăвне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçнă. Вĕрентÿ системинче ĕçлесе ачасене ăс пухма, ăш-пиллĕх илме пулăшакан пур преподавательсемпе воспитательсене, вĕсене пулăшакансене тав тунă. Конкурса хутшăнакансемшĕн вăл пĕрре те çăмăл пулмарĕ - вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕлĕхсем кăтартасси, малашлăхра кирлĕ технологисемпе усă курасси, çав шутрах йăлана кĕнĕ шкул традицийĕсене пурнăçа кĕртесси.

Конкурсантсен урокĕсем, ытти мероприятисем темăсене тарăннăн тата хăйне евĕр уçса панипе палăрса тăнă. Класс сехечĕсенче - 20 минут хушшинче - педагогсем ачасене умри тĕллевсене тарăннăн явăçтарма ĕлкĕрнĕ. Уçă уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерни педагогсем хăйсен ăсталăхне ÿстерсех пыни çинчен калать. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнакансен йышĕ ÿсни те çакна çирĕплетет. Кăçал «Чи лайăх воспитатель» конкурса 11 çын, «Чи пултаруллă класс руководителĕ» ята илме 18 конкурсант, «Çулталăк учителĕ» конкурса вун çиччĕн хутшăннă.

Пур конкурсантсем те свидетельствăсене, финалистсем дипломсене, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн парнисене тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсен ячĕсене палăртма уйрăмах кăмăллă. «2014 çулхи чи лайăх воспитатель» ята Вăрмар поселокĕнчи 4-мĕш номерлĕ «Ромашка» ача сачĕн воспитателĕ Е.Николаева тивĕçнĕ, «Чи лайăх класс руководителĕ» ята Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти Е.Ларионова çĕнсе илнĕ. «2014 çулхи учитель» ята вара кăçал Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти музыка учителĕ Т.Гаврилова тивĕçнĕ ?ÿкерчĕк çинче%. Çапла вара район шайĕнчи конкурссем вĕçленчĕç, халĕ пултарулăха республикăра кăтартмалла пулĕ. Пирĕн педагогсем унта та çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр. Çакна тума вĕрентекенсен пĕлÿ шайĕ те, вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерни те май парать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика