02 апреля 2014 г.

Хăйсен професси кунĕ умĕн районти культура ĕçченĕсем иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ. Канашлу ĕçне Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хутшăннă.
Вăл хăйĕн сăмахĕнче: «2014 çула Раççейре ахальтен мар Культура çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак çулталăкăн никĕсĕ обществăн кулленхи ыйтăвĕн тĕллевĕсене пурнăçланисĕр пуçне Чăваш Ен халăхĕн традицийĕсене аталантарса пырасси те пулса пырать», - тесе уçăмлăн палăртнă.
Пухăннисем умĕнче тĕп докладпа райадминистрацин культура, спорт, архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева тухса калаçнă. Ирина Николаевна та 2013 çулта çĕршывра тăван тавралăха упраса хăварасси çине тимлĕх уйăрнă пулсан, 2014 çул та унпа тÿрремĕнех çыхăнса тăнине палăртнă - çут çанталăк тирпейлĕхĕпе чунри шайлашулăх пĕр шайрах.
Районта культурăн 37 клуб учрежденийĕ, 21 библиотека, 1 музей ĕçлет. 2013 çулта районта 6322 культурăпа кану мероприятийĕсем ирттернĕ, 2012 çулхипе танлаштарсан 369 мероприяти ытларах. 14 çула çитеймен çамрăксем валли культурăпа кану мероприятийĕ 4094 ирттернĕ, аслăрах çамрăксем валли - 2829. Районти клубсенче 286 кружокпа ушкăн ĕçлеççĕ, вĕсем тĕрлĕ çулхи çынсене пĕрлештерсе тăраççĕ. Ачасемпе çамрăксене пĕрлештерекеннисем вара - 136. Паянхи кун тĕлне районта 21 библиотекăна, Вăрмар поселокĕнчи, Арапуçĕнчи, Чулкасри, Чупайĕнчи информаципе культура центрĕсене модернизацилесе çĕнетнĕ. Çак культура учрежденийĕсенче хальхи шайри ыйтакан пур енлĕ оборудовани вырнаçтарнă.
Мартăн 25-мĕшĕнче вара хăйсен профессиллĕ уявне Вăрмарти культура çуртĕнче уявланă. Çак уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин культура, спорт архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева ăшшăн саламланă. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн нумай культура ĕçченĕсене Хисеп грамотисем парса чысланă ?ÿкерчĕк çинче Р.Смирнова район администрацийĕн пуçлăхĕпе райадминистрацин культура, спорт, архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕнчен И.Дмитриевăран саламсем йышăнать%. Ветерансем те ăшă сăмахсене тивĕçнĕ. Ку пĕрре те ахальтен мар, фольклор ушкăнĕсем «Парне-и» вăл, «Сарне-и» е тата ытти коллектив - унта çÿрекенсенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнисем. Кунта вĕсем чун канăçне тупнисĕр пуçне, хăйсен пултарулăхĕпе çынсене савăнтараççĕ, чăваш халăхĕн культурăн пуян историйĕпе паллаштараççĕ, çак кирлĕ ĕçе çамрăксене те явăçтарса пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ.
Уяв, чыслани пурин кăмăлне те çĕкленĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н. ШИШКИНА.