АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алă - ĕç кĕвви

22 марта 2014 г.

Ăста алă - ĕç кĕвви

Энтриялĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен шкул-ача сачĕн столовăйĕнче питĕ пултаруллă та тăрăшуллă Нина Николаевна Кузнецова ĕçлет. Вăл 16 шкул ачи, шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне çÿрекен 26 ача валли тутлă, пахалăхлă, усăллă апат хатĕрлет. Меню кашни кун тĕрлĕрен: тĕрлĕ витаминпа пуян салатсем, аш-какайран хатĕрленĕ катлечĕ, гуляшĕ, пулă, хăпартнă чустаран пĕçерсе кăларнă вĕри пÿремечсем, вĕтĕ кукăльсем, печенисем тата ытти те

Ачасем вăл пĕçернĕ апат пахалăхĕпе кăмăллă. Вĕрентекенсенчен, ашшĕ-амăшĕсенчен тăракан ятарлă комисси поварăн ĕçне тĕрĕслесех тăрать, вĕсен сĕнĕвĕсене кура Нина Николаевна тата та хавхаланса, тутлăран та тутлă апатсем пĕçерме тăрăшать. Унăн тĕп тĕллевĕ - пĕçернĕ усăллă апат-çимĕç ачасене сывлăхлă ÿсме пулăштăр, тĕрĕс-тĕкел çитĕнме, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хал парса тăтăр.

Нина Николаевна тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та, ĕç уншăн савăнăç кăна. Кунĕпе ура çинче пулин те, вăл пĕрре те ÿпкелешмест, ĕçе уява кайнă пек çÿрет. Столовăйĕнче яланах таса, типтерлĕ, кашни япали хăйĕн вырăнĕнче. Шкул столовăйĕнче ĕçлеме пуçличчен çак хастар хĕрарăм XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен совхоза кĕрекен, Вăрманкас ялĕнчи ?халĕ Энтрияль% тракторсен паркĕ çумĕнчи столовăйĕнче вунă çул ытла поварта ĕçленĕ. Трактористсем вăл пĕçернĕ апата яланах юратса çинĕ. «Мĕнле пĕçерсе ĕлкĕрнĕ-ши пурин валли те, кĕркунне питĕ пĕр канăç та çукчĕ. Комбайнерсем патне уя апатпа каймалла, çĕрулми пуçтарма килнĕ студентсене кунне виçĕ хутчен çитермелле, унсăр пуçне - трактористсем, шоферсем...

Витри-витрипе çĕрулми шуратнă, какайне те хамăрах вакланă вĕт-ха. Илсе килсе паратчĕç çĕршер килограмлă сыснасене, вăкăрсене, алла пуртă тытнă та вакланă ĕнтĕ. Симĕс суханне, укропне, петрушкине веçех килтен йăтнă. Ырăпа çеç аса илетĕп Уйкас ялĕнче пурăннă, халĕ вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ, Раиса аппана, вăл манпа столовăйĕнче нумай çул ĕçленĕ», - тесе каласа пачĕ Нина Николаевна.

Ялти Культура çуртĕнче иртекен пĕр концерт та çак юрра-ташша маçтăр хĕрарăмсăр иртмест. Миçе çул ĕнтĕ куракансене хăйĕн хаваслă такмакĕсемпе савăнтарать. Концерта ертсе пыракансем: «Сирĕн умра Нина Кузнецова», - тесенех, залра ларакансем тăвăллăн алă çупма пуçлаççĕ. «Атьăр-ха, хĕрарăмсем», «Хуняма-шоу» конкурссенче яланах малти вырăнсене йышăнать.

Кăçал Нина Николаевна Энтриялĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх ушкăнĕпе Энтрияль, Шутнерпуç, Шăплат ялĕсенче пурăнакансене хăйĕн хаваслă юррисемпе савăнтарчĕ. Ял уявĕсенче вара пулă яшки е хашлама ăна çеç пĕçерттереççĕ, халăх умне тухса юрласа кĕрет те сиксе вĕрекен шÿрпе хуранĕсем патне васкать. Сочи хулинче иртнĕ хĕллехи Олимпиадăна халалласа Энтриялĕнчи культура ĕçченĕсем «Йĕлтĕр йĕрĕ-2014» эстафета ирттерчĕç. Çакăнта та аслисен хушшинче йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ утмăла утакан ниме парăнман хĕрарăм.

«Ăста алă - ĕç кĕвви», - тенĕ халăхра. Нина Николаевна аллисем еплерех чечексем лартса ÿстереççĕ çуллахи кунсенче хăйĕн пахчинче! Пĕр пушă лаптăк та çук унăн пахчинче, пĕтĕм çĕрте темĕн тĕрлĕ чечексем мĕн юр выртичченех куçа илĕртсе лараççĕ. Ниçта пĕр çум курăк тупаймастăн. Пахча çимĕç пирки каламалли те çук, никам çийиччен малтан вăл пĕрремĕш хăяр çиет, купăста пуçĕсем ытама кĕмеççĕ, помидор сорчĕсем миçе тĕрлĕ-ши: пекин купăсти, пăрăçĕ, баклажанĕ тата ытти те.

Çулла канма килекен мăнукĕсем валли яланах çĕр çырли çитĕнтерет, чаплă сортлă симĕс пăрçа акать. Редисне вара виçĕ хутчен те акма ĕлкĕрет. Вăл нумай ачаллă çемьере çуралнă, çичĕ ачаран вăл - пĕрремĕшĕ. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене яланах тулли сĕтелпе кĕтсе илет. Мускавра пурăнакан Саша шăллĕ валли яланах çарăк акать, Наташа йăмăкĕ дайкон юратать, Мурманскри тинĕсре çÿрекен Алешапа Женя валли вара яланах симĕс сухан ешерет унăн пахчинче. Симĕс суханĕ хĕллехи кунсенче кантăк сакки çинче пахчари пекех ешерет.

Мăшăрĕ, Владимир Михайлович, питĕ чаплă пулăç пулнă майăн, пулăран миçе тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçермест пулĕ çак ларма-тăма пĕлмен хĕрарăм. Шурă амур, караç, çăрттан, уланкă, карп тата ытти пулăсенчен тутлă кукăльсем, студень пулă пĕçерсен çисе тăранмалла мар унăн питĕ паха та тутлă апачĕсене. Путвалĕ вара тăварланă, консервланă, маринадпа йÿçĕтнĕ пахча çимĕç, çĕршер савăт сентрисем çинче йăтанса лараççĕ.

Çапла пурăнать сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ: ĕçлет, йĕлтĕрпе чупать, юрлать, ташлать, пурнăçа юратать, тăванĕсене савăнтарать. Малалла сывлăхлă пурăнма Турри çăмăллăх парса пытăр хисеплĕ Нина Николаевнăна.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З. ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика