19 января 2013 г.
2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Федераллă миграци служби Раççей Федерацийĕн гражданинĕн улшăнусем кĕртнĕ паспортне пама тытăннă.
Паспортăн 3-мĕш страницине машина ăнланмалла çырнине кĕртнĕ. Машина вулама пултаракан çырни çинче - хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, хăçан çурални, паспорт хуçи арçын е хĕрарăм пулнине кăтартни, серийĕпе номерĕ, документа панă дата, подразделени кочĕ, паспорт хуçин гражданстви çинчен калакан информаци пур.
Паспортра çакăн пек çырни документа тĕрĕслессине ансатлатать, пăхса тухас вăхăтне чакарать, çавăн пекех суя документ тăвассинчен сыхлать.
Раççейри Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ аса илтерет: 14 çулта паспорт илнĕ хыççăн ăна 20 çул тултарсан улăштараççĕ, тепре - 45 çула çитсен. РФ гражданĕсене 2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен панă паспортсем пурте вăйра шутланаççĕ.
Çулсерен паспорт парассипе, ăна улăштарассипе çыхăннă ĕçе лайăхлатса пыма тăрăшатпăр.