19 января 2013 г.
Пирĕн ялăн урам вĕçне ачасем пĕрмаях пуçтарăнаççĕ. Вĕсем унта тĕрлĕ вăйăсем выляма тăрăшаççĕ. Унта ытларах 10-12 çулхи ачасем. Пĕррехинче вĕсем патне кÿршĕри Коля пичче тухать. Ачасем ун çине савăнса та тĕлĕнсе пăхса илчĕç. Халиччен ку вăйăпа вăл интересленменччĕ-çке.
Коля пичче ачасем вылянине курма тухнă иккен. Вăл вĕсене питĕ интересленсе пăхса тăнă, мĕншĕн тесен хăйĕн те питĕ выляс килнĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасен сасси таçтан илтĕнсе тăнă, вĕсем чушкăлла вылянă. Вĕсен пысăк патаккипе пĕчĕк патаккисене çапса ватмалла пулнă. Кам ватайман, вăл выляса янă, черетпе тепри çапнă. Хĕр ачасем ытла вăйлах выляйман. Коля пичче вĕсене пулăшма шутланă. Каярахпа вара хĕр ачасем арçын ачасене çĕнтерчĕç. Хĕр ачасем Коля пиччене тав турĕç. Коля пичче тепĕр кунĕнче те пирĕнпе чушкăлла вылярĕ. Çапла вара эпир ку вăййа кашни кун вылятпăр, хĕл сиввинчен те хăрамастпăр.