19 января 2013 г.
Поселокри «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕпе юнашар вырнаçнă каток çинче ачасем тăтăшах ярăнма, хоккейла выляма тухаççĕ. Унсăр пуçне ялти ачасем те хăйсем патĕнче коньки тăхăнса пăр çине тăраççĕ.
Çапла ачасем компьютер, телевизор умĕнче вăхăта ирттерес вырăнне уçă сывлăшра сывлăхне çирĕплетнин уссийĕ каламасăрах паллă. Акă Вăрмар поселокĕнчи каток çинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн «Ылтăн шайба» çамрăк хоккеистсен клубĕн республикăри ăмăртăвĕсен пĕрремĕш тапхăрĕн 2 турĕ иртрĕ. Унта Вăрмар, Куславкка районĕсенчен пуçтарăннă, 1998-1999, 2000-2001 çулсенче çуралнă шкул ачисем хутшăнчĕç. Çамрăк хоккеистсем икĕ ушкăнра тупăшрĕç. Пĕрлештернĕ Вăрмар район командинче поселокри, Арапуçĕнчи, Пинерти, Кĕлкешри тата ытти ялсенчи шкул ачисем вылярĕç. Çапах та ятарласа хоккей вылямалли пĕр тĕслĕ тум тăхăнса килнĕ Куславкка ачисем аслă ушкăнра Вăрмар район командине 4:0 шутпа парăнтарчĕç. Вăтам ушкăнра вара 5:0 шутпа Вăрмар район команди çĕнтерчĕ. Хоккеистсем вылянипе кăсăкланакансем те самаях пулчĕç - каток тавра пуçтарăнса хавхалантарса тăчĕç.