19 января 2013 г.
19.01 Пăлхавăшни - Иисус Христоса шыва кĕртнĕ кун. Иоанн Предтеча пророк нумай çын хушшинче Иисус Христоса палласа илсе ăна Иорданра шыва кĕртнĕ. Çав вăхăтра тÿпе уçăлса кайнă, Турăн Таса сывлăшĕ кăвакарчăн пек Христос çине анса ларнă, çапла вара Çветтуй Троицăн Турă Ашшĕ, Турă ывăлĕ Иисус Христос Турă тата Çветтуй Сывлăш пĕрле тĕл пулнă, çавăнпа та çак куна Пăлхавăшни (Богоявление) тесе те калаççĕ. Çавăнпа та çак кун пур шыв та Çветтуй шутланать.
25.01 Татьянăсен кунĕ. Ăна Христианствăн малтанхи çулĕсенчех (тĕн йĕркисене тытса пынăшăн) асаплантарса вĕлернĕ Татианăпа çыхăннă. Вăл вăрттăн Христианство тĕнне ĕненекен Рим консулĕн хĕрĕ пулнă. Ăна Аполлон Турра мар, Христианство тĕнне тытса пынăшăн асаплантарса вĕлернĕ. 1775 çулта Шувалов граф Елизавета Петровна императрицăна Мускав университечĕ йĕркелеме ыйтса çырнă. Императрица ыйтăва тивĕçтернĕ. Çак куна халĕ Студентсен кунĕ тесе палăртаççĕ.