19 января 2013 г.
Кăшарни - Христос чиркĕвĕн чи малтанхи уявĕсенчен пĕри. Иоанн Предтечи Иордан шывĕнче Иисуса тĕне кĕртнипе çыхăннă вăл. Çакăн хыççăн Палестинăра нумайăшĕ тĕнчене мессия, Турă-çын килнине ĕненнĕ. Çавăнпа Кăшарние Турă килнĕ кун тесе те калаççĕ. «Крещаю» тени грек чĕлхинче «шыва кĕртсе кăларни» тенине пĕлтерет. Палестинăра, христианлăх çуралнă тăрăхра, пуш хир сывлăшĕ туйăнса тăракан çĕрте, пурнăçри шыв вырăнĕ-пĕлтерĕшĕ питĕ курăмлă та сисĕмлĕ.
Кăшарни эрнинче пĕтĕм тĕнчипех шыв сипленет, кранри шыв та тасалать. Шыв сиплĕхĕпе сăвапланма чунпа тасалма Кăшарнире нумайăшĕ шыва - «Иордана» - чăмса тухать. Турра ĕненекен чылай çын асăннă кун çветит тунă вырăнсенче шыва кĕрет. Пирĕн районта çакăн пек 20 яхăн çăл куçпа шыв вакки.
Пирĕн халăх чăтăмлă та тÿсĕмлĕ, анчах пăрлă шыва кĕнĕ чухне хăвăр вăйăра виçеллĕ шутласан лайăхрах пулать пулĕ. Çавăнпа та çак сăваплă вырăнсенче Крещени кунĕ медицина, полици, чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен специалистсем пулма тивĕç. Сăваплă уяв инкексĕр ирттĕр.