АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парнесем - ачасен савăнăçĕ

19 января 2013 г.

«Çынна ырă туни ырăпа таврăнать», - тенĕ мĕн авалтан. Ашшĕ-амăшĕсен хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене пулăшасси чăннипех те пархатарлă ĕç. Çакна тĕпе хурса Чăвашпотребсоюз çулсерен Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламласа «Ачасене - пылак çимĕçсем» ятпа акци ирттерет.

Вăрмар райповĕн ĕçченĕсем те кашни çулах çак акцие пур кăмăлпа хутшăнаççĕ. Акă ку хутĕнче вĕсем «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан реабилитаци центрĕ» хысна учреждение çитсе кунти çамрăк ăрăва уявсемпе саламларĕç. Райпо правленийĕн председателĕ Е.Харитонова, райпо канашĕн профсоюз председателĕ Н.Семенова ачасене пылак çимĕçсем, тăхăнмалли япаласем, теттесем, кĕнекесем парнелерĕç.

«Ачасене - пылак çимĕçсем» акцие райпо ĕçченĕсем кашни çулах хаваспах хутшăнаççĕ. Кунта тăрăшса вăй хуракансем ачасем валли пылак çимĕçсем хатĕрлеççĕ. Вĕсене эпир ăнăçсăр çемьесенчи, реабилитаци центрĕнчи ачасене, Ваттисен çуртĕнче пурăнакансене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа паратпăр. Сире, çамрăксем, çак уявсем ячĕпе саламласа лайăх вĕренме çирĕп сывлăх сунатăп», - терĕ Елена Васильевна. Çавăн пекех ачасене райпо канашĕн профсоюз председателĕ Н.Семенова уяв ячĕпе саламласа вĕренÿре, спортра маттуррисен йышĕнче пулма ăнăçу сунчĕ.

Вăрмар райповĕ панă парнесемпе ачасем пур кăмăлтан савăнчĕç, хитре те илемлĕ калпаксене тата ытти япаласене тăхăнчĕç, кĕçĕнреххисем вара теттесемпе вылярĕç, кĕнекесем вуларĕç.

Ачасем килнĕ хăнасене парнесемшĕн тав турĕç, юрă-сăвă шăрантарчĕç. Çакна палăртмалла: Вăрмар райповĕ йывăр лару-тăрура ÿсекен çемьери ачасене тимлĕх уйăрнипе пĕрлех райпо системинче тăрăшакансен ачисене те кашни çулах Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика