19 января 2013 г.
Вăрмар районĕнче пуçаруллă çамрăксем сахал мар, çакна Александр Юрьевич Игнатьев ĕçĕ-хĕлĕ те çирĕплетсе парать.
Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ пулсан та кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти ял хуçалăх академине çул тытнă. 2009 çулта «Экономика управленийĕ» факультетне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван ене таврăннă. 2010 çулта «Игнатьев Александр Юрьевич» уйрăм çын предприятине регистрациленĕ. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе ĕçленĕ май малтанах Мăнçырма ял тăрăхĕнче 5 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ, туса илнĕ продукцийĕн ытларахăш пайне Хусан пасарĕсенче вырнаçтарнă.
Ĕçе хăнăхса пынă май 2011 çулхи декабрь уйăхĕнче ăратлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, сĕт туса илес, нумай çул ÿсекен курăксене акса ÿстерес - Федераллă программăн конкурсне хутшăнса 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçапа ăратлă 4 пушмак пăру илнĕ, çĕр лаптăкне Чулкас тата Мăнçырма ял тăрăхĕсенче 100 гектара яхăн çитернĕ, тĕш тырă, нумай çул ÿсекен курăк, çĕр улми ÿстерме пуçланă.
2012 çулхи март уйăхĕнче Александр Юрьевича хуçалăх пухăвĕнче Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ пулма суйланă.
- Çав çул пĕрре те çăмăл пулмарĕ - каласа парать А.Игнатьев ертÿçĕ. - Утти те, улăмĕ те, тырри те çителĕксĕр, анчах çине тăнипе выльăхсен шутне чакармасăр çăва тухрăмăр. Банксем урлă илнĕ кредитпа, хам укçапа та 70 гектар çинче çурхи тĕштырă культурисем - тулă, ыраш - акса хăвартăмăр.
Халĕ Мичурин ячĕллĕ ЯХПКра - 10, «Игнатьев А.Ю.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 80 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен сăвакан ĕне - 25. Хĕллехи вăхăтра вĕсем талăкне 7 литр сĕт антараççĕ, ăна «Канашри сĕт картишĕ» предприятие леçеççĕ. «Игнатьев А.Ю.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ака-суха ĕçĕсем ирттерме Т-150, «Беларус» тракторсем пур, тĕш тырă çапса илме арендăна комбайн илме тивет. Туса илекен тыр-пул мăйракаллă шултра выльăхсемсĕр пуçне сысна ĕрчетме те май парать.
«Ĕçчен çынна ял савать», - тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Александр Юрьевича ял халăхĕ кăна мар, çÿлти пуçлăхсем те асăрханă. Тăрăшуллă, пуçаруллă пулнăшăн вăл вак тата вăтам предприниматель кунĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна республикăра ирттерекен «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурсра 2-мĕш степеньлĕ Диплом парса чысланă. Чи юлашки хыпар - А.Игнатьева 2013 çулта ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине парса тăрĕç. Çитĕнÿ çулĕпе малалла та утмалла пултăр, Александр Юрьевич.