АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ ялав» хаçат призĕсемшĕн тупăшрĕç

12 марта 2014 г.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат призĕсемшĕн тупăшрĕç

Кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр эстафети иртрĕ. ?Сăмах май каласан, йăлана кĕнĕ ăмăртусене 1948 çултанпа йĕркелетпĕр%. Вăлах район пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен VII Спартакиади пулчĕ. Ăна Вăрмар поселокĕпе Кивĕ Вăрмар ялĕ хушшинчи вăрман тăрăхĕпе йĕркеленĕ.

Çанталăк питех те лайăх, ятарласа спортсменсемшĕн пулчĕ тейĕн. Сарлака уй-хирте йĕлтĕр йĕрĕ аякранах лайăх курăнать. Çакă курма килнисемпе спортсменсен кăмăлне çĕклерĕ. Йышлăн пухăннă вĕсем паян. Кашни спортсменах çĕнтерме ĕмĕт-ленет. Акă спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăчĕç. Ăмăртăвăн тĕп судйи С.Архипов район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина сăмах парать.

- Тинтерех кăна-ха Сочире хĕллехи XXII Олимп вăййисем вĕçленчĕç. Пирĕн спортсменсем унта Раççей чапне çÿллĕ шая çĕклерĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Йĕлтĕрçĕсен пысăк çитĕнĕвĕсем пире чăннипех те савăнтарчĕç. Паян вара, йĕлтĕр эстафетине хутшăнакансен, вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса çĕнĕ çитĕнÿсем тума тăрăшмалла, ăсталăха малалла туптамалла, - терĕ Константин Владимирович. Ăмăртăва хутшăнакансене çавăн пекех районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова, Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕнче нумай çул ĕçленĕ Н.Васильев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Савăнăçлă мероприятие райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Н.Иванова хутшăнчĕç. Старта хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата тĕрлĕ çулсенчи уйрăм йĕлтĕрçĕсем, хĕрарăмсемпе арçынсем тĕрлĕ дистанцисенче тупăшакансем пурте пĕрле тухса кайрĕç.

Акă итогсем те паллă. Хăйсен дистанцийĕсенче 20-39 çулсенчи хĕрарăмсенчен малти призлă вырăнсене Н.Илларионова, Т.Сорокина, О.Федорова ?Вăрмар поселокĕ% çĕнсе илчĕç. 40-49 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче районти тата республикăри ăмăртусен призерĕ С.Егорова ?Чупай% 1 километрлă дистанцире çăмăллăнах çĕнтерчĕ.

Район администрацийĕнчи Л.Павлова иккĕмĕш пулчĕ. Çак çулсенчи арçынсенчен О.Мефодьева ?Мăнçырма% çитекенни пулмарĕ. Ю.Захаров ?Патти% иккĕмĕш вырăна тухрĕ. 50-59 çулсенчи арçынсем 2 километра чупса ăмăртрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Н.Павлов ?район администрацийĕ% çĕнтерчĕ. А.Горбунов ?Шăхаль% иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çав çулсенчи хĕрарăмсенчен Н.Григорьева мала тухрĕ. 60-69 çулсенчи хĕрарăмсенчен 500 метрлă дистанцие пултаруллă спортсменка, районти тата республикăри ăмăртусен призерĕ Т.Ашмарина ?Кавал% çăмăллăнах парăнтарчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çак çулсенчи арçынсенчен Н.Андреевпа В.Васильев ?Вăрмар поселокĕ% пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ю.Ивановăн ?Арапуç% виççĕ-мĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ. 70 çултан иртнĕ арçынсенчен малти вырăнсене Н.Михайлов, В.Лирзай ?Вăрмар поселокĕ%, К.Иванов ?Кивĕ Вăрмар% пайларĕç. Шкул ачисем хушшинче эстафета уйрăмах интереслĕ иртрĕ. Спорт комментаторĕ Ю.Ефимов рупорпа хăйĕн уçă сассипе мĕн ăмăрту вĕçленичченех куракансемпе спортсменсене ăмăрту епле пыни, çĕнтерÿçĕсем çинчен пĕлтерсе, хавхалантарса тăчĕ.

Старта чи малтанах 4-5-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем тухрĕç. Виçĕ хĕр ачан 500 метрлă дистанцире чупмалла. Энĕшпуç тата Чупай шкулĕсен командисем хушшинче ăмăрту уйрăмах çивĕч иртрĕ. Энĕшпуçсем çĕнтерчĕç. Чупайсем - иккĕмĕш, Чулкассем виççĕмĕш вырăнта.

Арçын ачасем хушшинче вара Чупайсем мала тухрĕç. Энĕшпуçсем - иккĕмĕш, Пинерсем виççĕмĕш пулчĕç. 6-7 классенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче те Энĕшпуçсемех çĕнтерчĕç. Чулкассем - иккĕмĕш, Кĕтеснерсем виç-çĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче Тикашсене çитекенни пулмарĕ. Пинерсемпе Энĕшпуçсем - иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсенче.

8-9 классенче вĕренекенсем хушшинче Кĕлкеш шкулĕнче вĕренекенсем вăйлăрах пулчĕç. Чупайсемпе Шăхальсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

8-9 классенче вĕренекенсенчен Тикаш шкулĕн командинчи М.Кондаков, М.Нуржанов, Н.Ленский йĕлтĕрçĕсем малти вырăна никама та памарĕç, çăмăллăнах çĕнтерчĕç. Кĕлкешсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç, Чупайсен виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ.

10-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче тупăшусем уйрăмах çивĕч иртрĕç.

Малтанах старта хĕр ачасем тухрĕç. Вĕсен 2 километра чупмалла. Хĕрсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă.

- Марш! - илтĕнсе каять Н.Изосимов судьян уçă сасси.

Пурте малалла тухса вирхĕнеççĕ. Малтанхи утăмсенченех пуçарулăха 41-мĕш номерлĕ спортсменка хăй çине илчĕ. Ыттисене чылай кая хăварса финиш патнелле çывхарма пуçларĕ.

- Вера, хăвăртрах, Вера, хăвăртрах - хавхалантараççĕ ăна шкулта пĕрле вĕренекенсем. Хитре кĕлеткеллĕ хĕр ача финиша чи малтан чупса çитсе эстафетăна хăйĕн юлташне пачĕ. «Çак пултаруллă спортсменка кам-ши/» - кăсăкланма пултарĕ вулакан. Вăл - район тулашĕнчи тупăшусен, республикăри ăмăртусен призерĕ, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Вера Павлова. Чăннипех те пултарать. Энĕшпуçсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул команди иккĕмĕш, Мăнçырма шкулĕн команди виççĕмĕш вырăнсенче.

Арçын ачасем 3 километра чупса ăмăртрĕç. Вăрмарти вăтам шкулăн пĕрремĕш командипе Энĕшпуç шкулĕн командисем хушшинче уйрăмах çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Хисеп пьедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарса тăма Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул спортсменĕсем тивĕçлĕ пулчĕç, Энĕшпуçсем - ик-кĕмĕш, Мăнçырмари вăтам шкулăн пĕрремĕш команди виççĕмĕш вырăнта.

Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова тата хаçатăн тĕп редакторĕ пулса нумай çул хушши ĕçленĕ Н.Васильев, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, мала тухнă спортсменсемпе командăсене Грамотăсемпе тата медальсемпе наградăларĕç.

А. Хованский.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика