19 января 2013 г.
Район администрацийĕ çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн районти хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тĕрлĕ ялсене тухса çÿресе лару ирттереççĕ, ку хутĕнче вара черет Шăхаль ял тăрăхне çитрĕ. Унăн ĕçне хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемсĕр пуçне Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, организаципе контроль ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Павлов, экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, культура пайĕн начальникĕ И.Дмитриева, культура çурчĕсен директорĕсемпе клуб заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Ларăва хутшăнакансем чи малтанах Çветтуй Петрпа Павел Апостолсен чиркĕвне çитсе курчĕç. Чиркÿ настоятелĕ Павел атте чиркÿ историйĕпе, тĕнĕн хăш-пĕр йăли-йĕркисемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та, Павел атте те тĕн пĕлтерĕшĕ пирĕн пурнăçра витĕмлĕ пулнине палăртрĕç. Çĕнĕ чиркÿ çамрăксен кăмăл сипетлĕхне çирĕплетме пысăк тÿпе хывни çинчен каларĕç.
Ун хыççăн ĕçлĕ ушкăн Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе А.Мирошкина директор тĕплĕн паллаштарчĕ.
- Паянхи кун тĕлне шкулта 55 ача пĕлÿ илет, ача-пăча садне 17 ача çÿрет, - терĕ вăл.
Иртнĕ çул шкул администрацийĕ «ЧР ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» программине хутшăнса 2 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă. Çак укçапа чи малтанах шкул тăррине çутă хĕç-тимĕрпе витнĕ, алăксене, урам енне тухакан чÿречесене пластик чÿречесемпе улăштарнă, ăшă туалетсем тунă, ытти вак ĕçсем пурнăçланă. Шкул коридорĕ те музее аса илтерет: кунта темĕн тĕрлĕ стенд та - историпе çыхăннисем те, хальхи пурнăçа сăнлаканнисем те - пур. Шкул ачисен вĕренÿри çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Юлашки виçĕ вĕренÿ çулĕсен кăтартăвĕсем тăрăх районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче кунта вĕренекен ачасем тĕрлĕ шайри Олимпиадăсене хутшăнса мала тухас енĕпе пĕрремĕшсем шутланаççĕ. Шкулта йĕркеленĕ каратистсен спорт секцине çÿрекенсем вара (ертÿçи Ю.Григорьев) районта, республикăра, Раççейре кăна мар, Тĕнче шайĕнче те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Библиотека ĕçĕ-хĕлĕ пирки те асăнса хăвармалла. Вăл та шкултах вырнаçнă. Çапла вара пĕр çуртра - ял тата шкул библиотекисем. Кунти ял библиотекарĕ Н.Разумова пĕлтернĕ тăрăх кĕнекесен фончĕ 11 пинрен иртет, 608 ытла çын çÿрет.
Ялти информаципе культура центрне те çитсе курчĕç хăнасем. Çÿлерех асăннă программăна хутшăнса иртнĕ çул 1 млн тенкĕ çĕнсе илме пултарнă. Унпа тĕллевлĕ усă курса культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ - стенасене гипсокартон çапса тикĕсленĕ, пластик чÿречесем вырнаçтарнă, урайсене улăштарнă, газпа хутса ăшăтмалла тунă. Культура ĕçченĕсем «Кăшарни уявĕ» инсценировка лартса парчĕç. Шкулти художествăлла пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем те хăнасене юрăсемпе савăнтарчĕç.
Кун йĕркин тепĕр пункчĕ - ял тăрăхĕпе паллаштаракан электронлă презентаци. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов ирттерчĕ. Ял историйĕпе, пурнăçĕпе паллаштарнă май çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ вăл. Икĕ яла пĕрлештернĕ ял тăрăхĕ - Шăхаль тата Кĕçĕн Шăхаль ялĕсене. Пĕрремĕшĕнче 480 хуçалăх, тепринче - 19. Шăхальте - тĕп шкул, информаципе культура центрĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, ветеринари участокĕ, РФ Перекет банкĕн уйрăмĕ, чиркÿ... Пурне те вĕсене (ФАПсăр пуçне - ăна февраль уйăхĕнче газпа ăшăтма тытăнĕç) çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. Пысăк ыйтусенчен пĕри - ял тăрăхĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси. Пĕртен-пĕр «Шигали» ЯХПКра 30 çын вăй хурать. Çамрăксем те çакна пулах яла юласшăнах мар, çуралакансен йышĕ те çулталăкне 8-9 ачапа кăна танлашать.
Райадминистрацин пуçлăхĕ Константин Владимирович Шăхальсенчен вĕренмелли пуррине, шухăшлаттаракан ыйтусене шута илмеллине те палăртрĕ. Хула, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса ĕçлемеллине, ĕмĕтсем пысăк пулмаллине палăртрĕ. Лару вĕçленнĕ май унăн ĕçне хутшăннисем ветеринари пунктне, суту-илÿ предприятийĕсене çитсе курчĕç, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.