07 марта 2014 г.

Хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем пысăк яваплăх тата тăрăшулăх кăтартса пирĕн хĕрарăмсем ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ сферинче ырми-канми вăй хураççĕ, хăйсен ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем тăваççĕ. Хĕрарăмсемех этемлĕхе упраса тăракансем те шутланаççĕ. Çавăн пекех Раççей, республика, район малашлăхне аталантарма пулăшса пыраканĕсем те вĕсемех.
Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри те ĕнтĕ районти В.Енькова предприниматель. Ĕçпе пĕрле çемье вучахĕн ăшшине те ăнăçлă тытса пырать харсăр хĕрарăм. Унăн ĕçĕ курăмлине районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Аса илтерсе хăварар - мăшăрĕпе, Владислав Михайловичпа, иккĕшĕ «Все для дома» тата «Мой Дом» лавккасене ăнăçлă ĕçлеттерсе тытса тăраççĕ. Сăмах хĕрарăмсем çинчен пынине кура, Вера Михайловна пирки кăштах чарăнса тăрар. Ялти ытти хĕр ачасем пекех вĕренсе пĕлÿ илнĕ, ĕçлеме тытăннă, качча тухнă... Çамрăкла райпо системинчи лавккасене тавар турттаракан ?товаровед% пулса ĕçленĕ. Каярахпа, 1994 çулта, Вера Михайловна, мĕнпур хăюллăхне пухса хăй тĕллĕн ĕçлесе пăхас тĕллевпе, пĕчĕк кăна магазин уçса ĕçлеме тытăннă. 30 çулта кăна пулнă ун чухне В.Енькова. Пурнăç сакки сарлака тенĕ пек, унтанпа нумай шыв-шур юхнă.
Пус çине пус пухса ура çине тăнă Еньковсем, анлăн аталаннă. Ĕçлеме тытăннăранпа çĕнĕ икĕ лавкка хăпартса лартнă вĕсем. Вăхăт сисмесĕрех иртет, тин çеç хăйсем тĕллĕн йывăр лава туртма пуçланăччĕ, халĕ акă 20 çул хыçа юлчĕ.
Пурнăç тути-масине аванах курса пурăннăскер, çынсене йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр: ваттисен çуртне пулăшмалла-и е çамрăксем спорт вăййисем ирттересшĕн, е пĕр-пĕр ача садĕнче мĕнле те пулин мероприяти... Хастар çынпа çула тухма лайăх, тенĕ пек пĕрле ĕçлекен сутуçăсемпе те тарават, хăйĕн ĕçĕнчи опытне çамрăксене те вĕ- рентсе пырать Вера Михайловна. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен лавккисенче ĕçлекен сутуçăсем тавар туянакансемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ, тавара суйласа илме пулăшаççĕ. Çынсем кунта кăмăлласах çÿреççĕ.
А.НИКОЛАЕВА.
Источник: "Урмарская районная газета"