АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киле кĕрсен мĕн

07 марта 2014 г.

Ача-пăча сасси лайăх тесе шăрантаратчĕ тахçан Шорникова чăваш юрăçи. Савăнăçлă ача кулли, сасси пурин чунне те тыткăна илет. Çакна Аслă Чак ялĕнчи Егоровсен çемйине пырса кĕрсен чăннипех те туйса илетĕн. Вĕсен - 8 ача. «Кашни ача хăй пĕр тĕнче» тенĕ мĕн авалтан. Ку чăнахах та çапла, кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, ыррипе усала уйăрма вĕрентмелле. Егоровсем Владиславпа Ирина вара иккĕшĕ те çемьене парăннă çынсем. Аслă 4 ачи шкулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕренеççĕ, кĕçĕннисем те вĕсен çулĕпех каясса шанчăк пур. Егоровсем ĕçчен, çынна яланах пулăшма хатĕр çемье. Ачисемшĕн ашшĕ-амăшĕ ырă тĕс-лĕх пулса тăраççĕ: амăшĕ çемье вучахне упраканĕ, ашшĕ вара вĕсен шанчăклă тĕрекĕ, пурнăç çулне тÿрĕ тытса пыраканĕ. Çемье пуçлăхĕ - Владислав Анатольевич - нумай çулсем Горький чукун çулĕ çинче вăй хурать. Ĕçре ырăпа палăрнă нумай ачаллă çемье пуçлăхне хисеплесе тата вĕсен ачисене савăнăç кÿрес тĕллевпе Горький Чукун çулĕн начальникĕн заместителĕ Александр Павлович Черемнов тата Горький Чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн территорири профсоюз организацийĕн председателĕн заместителĕ Анатолий Николаевич Николаев туслă та ĕçчен çемьене çитсе курнă. Вĕсемпе пĕрле Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов та пулнă ?сăмах май каласан, ку ял тăрăхĕнче пысăк çемье пурнăçĕпе тăтăшах интересленсе тăраççĕ%. Çемье бюджетне кăштах та пулин пулăшу кÿрес тĕллевпе хăнасем ача-пăчасем валли ятарласа туса хатĕрленĕ «Карусель» спорт комплексне, çавăн пекех пылак кучченеçсем те парнеленĕ. «Парнийĕ мар, ачасене тимлĕх уйăрни ытларах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çул çитмен ачасем вăхăчĕсене усăсăр ан ирттерччĕр, спортпа туслă, çĕршыва юрăхлă пулччăр», - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика