26 февраля 2014 г.

Çĕр çинче хăш професси чи кирли тесе ыйтсассăн кашни расна хуравлĕ. Чи йывăрри шутне нумайăшĕ пушарниксене, пулăшу службипе полици ĕçченĕсене, çар çыннисене кĕртĕ. Чи нумай пĕлекеннисен шутне вара ученăйсене, пуçпа шухăшласа ĕçлекеннисене кĕртĕç пулĕ. Ман шутпа вара çак пур енсене те пĕрлештерсе тăраканни вăл - тухтăр!
Тухтăр ĕçĕ чи кирлисенчен, чи йывăррисенчен, чи яваплисенчен пĕри. Унăн тĕллевĕ - чир-чĕре тупса палăртасси, сыватасси, çын пурнăçне çăлса хăварасси. Эпир, кулленхи пурнăç кустăрминче çаврăнакансем, тен, хамăрăн сывлăх çинчен юлашкинчен кăна, йывăрланса çитсен, аса илетпĕр. Е ăнсăртран, кĕтмен çĕртен, инкек килсе тухма пултарать. Специалист пулăшăвĕсĕр май килмест...
Манăн сăмахăм районти тĕп больницăра тăрăшакан Ираида Валерьяновна Петрова аслă категориллĕ гинеколог пирки. Çепĕç чĕлхеллĕ специалист хăйĕн патне килекен кашни хĕрарăма тĕплĕн йышăнать, усăллă канаш, пулăшу пама васкать.
Ираида Валерьяновна хăйĕн кун-çулне йăлтах районти тĕп больницăпа çыхăнтарнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухса алла акушер-гинеколог специальноçне илнĕ. Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ Вăтам шкулта лайăх вĕреннĕ хĕр амăшĕн çул-йĕрне суйланă. Унăн амăшĕ, Раиса Мироновна Корнилова, районти поликлиникăра медицина сестри пулса ĕçленĕ. Ача чухнех Ираида амăшĕпе пĕрле час-часах поликлиникăна килсе çÿренĕ, медицина ĕçченĕсем çынсене сыватнине курнă. Тухтăр пулас ĕмĕт çакăнтанах тĕвĕленнĕ унăн пуçĕнче. Урăх вăл хăйне никам вырăнĕнче те курман. Шкулта вĕреннĕ чухне Ираида музыка шкулне çÿренĕ, амăшĕ унăн пурнăçне шăпах çак енĕпе çыхăнтарма шутланă. Анчах хĕрĕ хăй суйласа илнĕ çулĕпех кайнă.
1982 çулта диплом илнĕ çамрăк специалист - акушер-гинеколог тăван района - тĕп больницăна ĕçлеме килет. 1990 çултан пуçласа вăл поликлиника заведующийĕ пулса тăрать, гинекологие те хăвармасть, кунта çур ставкăпа ĕçлет. Пĕр вăхăтрах икĕ енĕпе тăрăшать. Поликлиника заведующийĕнче вăй хунă май организациллĕ ĕçсене йĕркелесе пыма тивнĕ унăн. Уйрăмах 2006 çултан пуçласа лару-тăру йывăрланнă. Çакă хушма диспансеризаци ирттерессипе çыхăннă. Тухтăрсем çитменнине пула кÿршĕ районсенчи больницăсенчен тухтăрсене явăçтарма тивет. Ĕçлени, тăрăшни сая кайман - Вăрмар район больници диспансеризаци витĕр кăларнă çынсен шучĕпе республика шайĕнче малтисен ретĕнче тăнă.
Ираида Валерьяновнан ĕç стажĕ 32 çул ытла. Йăлтах район больницинче. Çак вăхăтра вăл хăйне халăха квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парассипе лайăх енчен кăтартнă. Яланах професси квалификацине ÿстерсех тăрать. Вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех иртсе кайнăн туйăнать ăна. Кашни кун ĕçе савăк кăмăл-туйăмпа çÿренĕрен, коллективра пĕр çемьери пек пурăннăран, çынна ырă тума пултарнăран чунтанах савăнать тухтăр. Кашни кунах пархатарлă ĕç тăвать вăл. «Тухтăр профессине алла илнĕ çын темĕнле ăслă-тăнлă, нумай пĕлекен пулма пултарать. Анчах та тухтăрăн чи кирлĕ енĕ - çынна юратма, хĕрхенме пĕлни, тивĕçĕ - чирлĕ çыннăн ыратăвне çăмăллатасси, вилĕмрен хăтарасси», - тет Ираида Валерьяновна.
Çăмăл мар ĕçре час-часах темĕн тĕрлĕ пăтăрмах та сиксе тухма пултарать. Уйрăмах каçхи дежурствăсенче. Акушер-гинеколог пулăшăвĕсĕр пуçне ытти специалистсене те чĕнсе илме тивет. «Пуринпе те пĕрле тăрăшса çын пурнăçне çăлса хăварассишĕн тăрăшатпăр туслă коллективра, пĕр-пĕринчен канаш ыйтмасăр та пулмасть. Елена Николаевна Чапуринăпа пĕр шухăшлă пулса ĕçлетпĕр», - каласа парать тухтăр. Ĕçре И.Петровăна хисеплеççĕ. Çакна ЧР сывлăх сыхлавĕн грамотисем те çирĕплетеççĕ. Вăл ĕçре кăна мар, çемьере те телейлĕ хĕрарăм - мăшăр, анне, кукамай. Мăшăрĕпе, Николай Петрович Ивановпа, иккĕшĕ 2 хĕр çитĕнтернĕ. Николай Петрович «Алтэцца» предприятире инженер-механик пулса тăрăшать. Аслă хĕрĕ Людмила медицина енĕпе кайнă - Ульяновскра фельдшер-лаборант пулса ĕçлет, çемьеллĕ, ывăл çитĕнет. Марина хĕрĕ юридици пĕлĕвне илнĕ, Шупашкарта Мускав районĕнче миравай судьян 6 номерлĕ суд участокĕнче тĕп специалист-эксперт.
Ираида Валерьяновнăпа Николай Иванович поселокра хăтлă çуртра пурăнаççĕ. Илемлĕ, пултаруллă хĕрарăм çак кунсенче хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Çак ятпа ăна пĕтĕм ыррине кăна сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.ИВАНОВА