АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх нихăçан та манăçа тухмасть

26 февраля 2014 г.

Паттăрлăх нихăçан та манăçа тухмасть

Районта Афган çĕрĕ çинчен Совет салтакĕсене илсе тухнине халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Акă районти ача-пăча библиотекинче «Мухтавпа наградăсемшĕн мар» курав йĕркеленĕ. Çак мероприятие Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти 8 г класра вĕренекенсем хутшăннă, куравпа паллашнă май Афганистан вăрçине хутшăннă салтаксен киле çырнă çырăвĕсен уйрăм йĕркисене вуласа панă. «Паттăрлăхпа вăрçă историйĕ» кĕнеке сыпăкĕсем вара çамрăксемшĕн чунрах юлнă пулĕ.

Мероприяти класс сехечĕн шайĕнче иртнĕ май, ачасемпе тĕл пулса чуна уçса калаçма Афганистан вăрçин ветеранĕсен районти пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ А.Игнатьев, вăрçă ветеранĕ О.Кузьмин килнĕ. Хаяр вăрçă витĕр тухнă ветерансем мĕн курни çинчен каласа пани ачасен чунне чăннипех тыткăнланă.

Февралĕн 14-мĕшĕнче Совет Çарĕн юлашки чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа Вăрмар поселокĕнче малтан тĕп стадионта, Спорт çуртĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Чи курăмлисенчен пĕри вара РФ ДОСААФĕн Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи вырăнти уйрăмĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ йĕркеленипе Г.Александров воин-афганец ячĕпе шкулта вĕренекенсем хушшинче пневматикăлла винтовкăран пемелли ăмăртусем пулчĕç. Çивĕч тупăшура пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче А.Васильев, Ю.Лаврентьев, Е.Сергеев 1-3 вырăнсене пайланă (пурте Энĕшпуç шкулĕнчен). Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тулли мар шкулсенче вĕренекенсем хушшинче А.Михайлов 1-мĕш, А.Архипов 3-мĕш (Урнар шкулĕ), В.Николаев 2-мĕш (Арапуç шкулĕ) пулнă. Вăтам шкулсенче вĕренекен хĕрсем хушшинче А.Сидорова 1-мĕш (Энĕшпуç), В.Алексеева 2-мĕш (Кавал), О.Павлова 3-мĕш (Вăрмар шкулĕ) вырăнсене тухнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекен хĕрсем вырăнсене çапла пайланă - К.Кохнурова 1-мĕш (Кавал), Д.Иванов 2-мĕш (Аслă Чак), К.Петрова 3-мĕш (Чупай). Çавăн пекех çак кун çарпа патриотизм юррисен конкурсĕ те иртнĕ. Кунта та районти тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Тĕл пулусем те, юрă-ташă ăстисем те Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Унсăр пуçне февралĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта РФ ДОСААФĕн автошкулĕнче ĕçлекенсемпе районти шкул ачисем, çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем, винтовкăран тĕрĕс перессипе ăмăртнă. Вăрмарсем чылай командăсене хыçала хăварса малтисенчен пĕрисем пулнă, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Акă вĕсем, Вăрмар район чысне хÿтĕленисем: А.Васильев, Ю.Лаврентьев, Е.Сергеев, С.Сергеев, А.Сидорова (Энĕшпуç шкул ачисем), пурнăç хăрушсăрлăхĕн пуçламăш никĕсне вĕрентекен А.Яковлев.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ДМИТРИЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика