АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулсан ыйтусене татса пама та çăмăл

22 февраля 2014 г.

Тĕл пулсан ыйтусене татса пама та çăмăл

Кашни уйăхрах республикăри районсенче информаци кунĕсем иртеççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Вăрмар тăрăхĕнче те вăл юн кун иртрĕ.

Темăсем: «РФ Президенчĕн В.Путинăн «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси» Указа пăхса тухасси; республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкересси, ЧР бюджечĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарасси, ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2014 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăвне вырăнти влаç тытăмне пурнăçлакан органсем еплерех пурнăçа кĕртсе пымалли комплекс планĕ пирки, вырăнти халăха пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене ăнлантарасси тата чрезвычайлă лару-тăру килсе тухасран асăрхаттарасси, РФ Пенси фончĕн системинчи улшăнусемпе паллаштарасси. Информаци ушкăнне кĕрекен республикăри тата районти яваплă çынсем çак кун Шăхаль, Пинер, Чулкас, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Мăнçырма ял тăрăхĕсене кайса унта пурăнакансемпе уçă калаçу вăхăтĕнче кун йĕркинче тăракан ыйтусем çине хуравланă. Информаци ушкăнĕ чи малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче иккĕ е виçĕ ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн сертификатне панинчен пуçланчĕ. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Т.Дроздова çамрăк аннесене чунтан саламласа ачасене ăс-тăнлă та çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме сунчĕç.

Чаплă мероприяти хыççăн республикăран килнĕ районти яваплă çынсем 5 ушкăна пайланса программăпа палăртнă ял тăрăхĕсене вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçма тухса кайрĕç.

Шăхаль. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин çак ял тăрăхне çитрĕç. Паянхи кун тĕлне кунта 490 çуртра 975 çын пурăнать. Хăтлă пурăнма пур условисем те çителĕклĕ: «Шигали» ЯХПК хăйĕн ĕçне аталантарса пырать, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ачасене тивĕçлĕ шайри пĕлÿ парать, çыхăну уйрăмĕ, библиотека, Çветтуй Петрпа Павел чиркĕвĕ ĕçлеççĕ. Ыйтусемсĕр те мар. Çакă чи малтанах яла пырса кĕрекен автоçулпа, Шарпаш шывĕ урлă хывнă кĕперпе çыхăннă. Çак тата ытти ыйтусене ялти культура çуртĕнче сÿтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин 2014 çул Раççейре Культура çулталăкĕ пулнă май РФ Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ М.Янковский республикăн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕç.

Чулкас. Асăннă ял тăрăхне 4 ял - Чулкас, Анаткас, Ямпай, Кивĕ Мăнтăр кĕреççĕ. Информаци ушкăнĕ РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управляющийĕн заместителĕ Т.Дроздова, район пуçлăхĕ, РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков - чи малтанах ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрне çитсе курчĕç. Ку - пĕрре те ахальтен мар. 2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Кунта вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, Н.Владимирова библиотекарь, информаципе культура центрĕн директорĕ А.Игнатьев ăшшăн кĕтсе илчĕç, ялăн социаллă аталанăвĕпе, культура пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Хăй вăхăтĕнче Чулкассем культура ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн республикăран паракан ятарлă гранта çĕнсе илнĕччĕ. Вĕсемпе пĕлсе те питĕ вырăнлă усă курнă.

Ялти шкулта вĕрентекенĕсемпе, кунта ĕçлекенсемпе ялти ветерансемпе те калаçу иртрĕ. Татьяна Игоревна та, Михаил Анатольевич та информаци кунĕн ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Кунта килнĕ ушкăн ертÿçисем тÿрремĕнех РФ Пенси фончĕпе çыхăннă май, ыйтусен ытларах пайĕ 2015 çултан пурнăçа кĕрекен пенси реформи тавра пулчĕ. Ытти ыйтусене те хускатрĕç ялта пурăнакансем: тавралăха, масарсене тирпей-илем кĕртесси, культура çурчĕсемпе клубсене тытса тăрасси. Вырăнти радио çук ĕнтĕ, анчах ăна йĕркелесе ярасси те çынсене хумхантарать. Çавăн пекех информаци ушкăнĕсем район представителĕсемпе пĕрле Кавал, Кивĕ Вăрмар, Мăнçырма ял тăрăхĕсене çитсе кунта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, çивĕч ыйтусем çине хуравсем панă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, В.ТОЛМАТОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика