22 февраля 2014 г.

Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ коллегийĕн анлă ларăвĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен отраслĕнчи тата информаци технологисен сферинчи 2013 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Унта Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева, Раççейĕн надзор енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи Комитечĕн, Федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн яваплă çыннисем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, кĕнеке кăларассипе ĕçлекен тата полиграфи ĕçченĕсен яваплă çыннисем хутшăнчĕç.
Чи малтанах официаллă пайĕ пуçланиччен ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ П.Краснов асăннă отрасльте палăрнă пултаруллă ĕçченсене ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, Раççей çыхăну Комитечĕн министерствин Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.
Коллегин анлă ларăвне уçнă май В.Андреева министр 2013 çулта чăваш журналисчĕсен, редакци коллективĕсен профессиллĕ ăсталăхне регион тата федераци шайĕнче пысăк хак панине каларĕ. Иртнĕ çул ведомство учрежденийĕсенче вăй хуракан 9 ĕçчен Раççей çыхăну Комитечĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. «Прессăн ылтăн фончĕ» паллăна республикăри 10 издани çĕнсе илнĕ. В.Андреева министр республикăри информаци технологисемпе массăллă коммуникацисен ĕçченĕсене творчествăлла ÿсĕмсемшĕн тата пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Унтан ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Л.Шемарина сăмах илчĕ. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май Любовь Евгеньевна пысăк ÿсĕмсенчен пĕри Чăваш Ен Наци телерадиокомпанин «Тăван радио» радиостанци ĕçлеме тытăннине палăртрĕ. Вĕсем Наци радиовĕпе вара республикăри пур территорине те çавăрса илеççĕ. Хальхи вăхăтра «Тăван радиона» 681 пин çын итлет. Малашлăхра «Тăван радио» çивĕч те кăткăс ыйтусене татса памалли вырăн пулмаллине палăртрĕ Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕн директорĕ А.Магарин. Коллегин анлă ларăвĕнче çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсене халăхра анлăрах сарасси пирки те пычĕ калаçу. Палăртма кăмăллă: республикăра тата районсенче тухса тăракан хаçат-журналсен тиражĕ 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн ÿснĕ, вăл 153,5 пин экземплярпа танлашнă. Çакă унччехи çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1,7 процент ытларах. Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: пирĕн районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат тиражĕ те çулран-çул ÿссех пырать, 2014 çулхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 3416 экземплярпа танлашрĕ.
РФ федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн директорĕ В.Тимофеев хальхи вăхăтра пин çын пуçне 312 пичет кăларăмĕсем тивĕçнине палăртрĕ.
Коллегийĕн анлă ларăвĕнче ытти яваплă çынсем те тухса калаçрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА