22 февраля 2014 г.
Аслă Отечественнăй вăрçа миçе ентеш хутшăннине архив докуменчĕсенчен пĕлме пулать. Официаллă кăтартусем тăрăх XX-мĕш ĕмĕрти чи хăрушă вăрçа районтан 6890 çын хутшăннă, каялла 2759-шĕ кăна таврăннă. Аслă ăрури çынсен паттăрлăхĕ нихăçан та асран тухмĕ, анчах февраль уйăхĕ ытларах Афган вăрçипе çыхăннă май, калаçу паян вĕсем çинчен пулĕ.
Февралĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин пуçлăхĕ М.Игнатьев Совет çарĕсен чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче çак вăрçăн ветеранĕсемпе тĕл пулу ирттернине хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ.
1979 çул вĕçĕнче пуçланнă, 1989 çул пуçламăшĕнче вĕçленнĕ вăрçа пирĕн республикăран пиншер çын хутшăннă. 115-шĕ унтах пуçĕсене хунă, тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнă, 271-шĕ аманнă, 131-шĕ аманнă хыççăн инвалид пулса юлнă. Паянхи кун тĕлне республикăра тĕпленсе 3819 интернационалист воин пурăнать. Вĕсенчен пĕри - Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Валерьян Вячеславович Морозов. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ăна çак мероприяти вăхăтĕнче «Паттăрлăхшăн» медаль парса чысланине çырнăччĕ. 30 çул ытла кĕтнĕ медаль ентеше хумхантарса та, савăнтарса янă. Тепĕр парне ăна хамăр районта кĕтнĕ оборонăпа массăллăх уйăхлăх вăхăтĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулăн акт залĕнче ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕ В.Ляшенко, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль парса чысланине те асăннăччĕ. Кун пекки хальччен пулманччĕ-ха. Ентеше наградăсемпе чунтан саламлатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ