АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр спортсменсене хавхалантарар

22 февраля 2014 г.

Хамăр спортсменсене хавхалантарар

Малтанхи çулсенче Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче Никитинсем йышлăн пурăннă. Ефим Никитичпа Евдокия Александровнан çемйинче 10 ача пулнă. Пурте вĕсем спортпа туслă пулнă, уйрăмах велосипедпа чупма юратнă. Вĕсен хушшинче велосипедпа чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланисем те пур.

Вăхăт иртнĕçемĕн Никитинсенчен чылайăшĕ пурăнма Çĕнĕ Шупашкара, Вăрмар поселокне куçса килнĕ. Ачисем вара Шупашкара тухса кайнă, вĕренсе пĕлÿ илнĕ, ĕçе вырнаçнă. Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ Юрий Ефимович Никитинăн Ваня ывăлĕ те 2009 çулта Шупашкарти педагогика институчĕн (халĕ университет) физкультура факультетне вĕренсе пĕтерет. Вĕреннĕ вăхăтра велосипедпа чупассипе ирттерекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. 2004 çулта велокросра чупса Раççейре мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăнать, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать. Раççей Кубокĕн тапхăрти ăмăртăвĕсен темиçе хут призерĕ. Спортра çитĕнÿсем туни ăна ĕçре те пулăшать. «Сладкая жизньÇ» тулли мар яваплă обществăра ĕçленĕ май, ĕçре ырă тĕслĕх кăтартать, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

- Пирĕн общество плансене уйăхсерен ăнăçлă пурнăçласа пырать. Çакăнта кашнин тÿпи пысăк. Çав шутра манăн та. Çавна шута илсе администраци мана тата пĕрле ĕçлекен Йĕпреç каччине Борис Казакова Олимп вăййисене кайса курма тÿлевсĕр билет пачĕ. Раççей спортсменĕсемшĕн «чирлĕпĕр», тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене курăпăр - хăйĕн савăнăçне пытараймарĕ пирĕн ентеш, Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ Иван Юрьевич Никитин спортсмен.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ИЛЬИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика