АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă телей

22 февраля 2014 г.

Ĕçре тупнă телей

Кивĕ Вăрмар районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Ĕçпе палăрнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хăйсен мĕн пур вăй-халне, тăрăшулăхне панă çынсем сахал мар тухнă кунтан. Вĕсенчен пĕри - Зоя аппа. Ыран вăл 85 çул тултарать.

Çавăн чухлĕ çула çитнĕ тесе ăна никам та калаймĕ. Лайăх ăс-тăнпа калаçать. Ватăлнине систерекен пит çăмарти çинчи пĕркеленчĕк те сахал. Хăйĕн вăрçă вăхăтĕнчи çăмăл килмен кун-çулне лайăх ас тăвать. Çемьере вунă ача пулнă вĕсен. Иккĕшĕ пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Зоя вара иккĕмĕш пулнă. Килти ĕçсене пурнăçлама ăна ытларах лекнĕ. Вăхăт çитсен пĕрле ÿснĕ юлташĕсем шкула кайма пуçланă. Икĕ çул кĕçĕнрех Зоя та вĕсенчен юласшăн пулман. Темĕнле макăрса тархасласа ыйтсан та, çамрăк тесе, учитель ăна вĕренме илмен.

Тепĕр çулхине вăл ултă çул тултарнă. Ашшĕ, Тимофей Николаевич Николаев, çине тăнипе хальхинче ăна вĕренме вырнаçтарнă вырнаçтарнах.

- Пире, шкул ачисене, коксагыз туса илес ĕçе явăçтаратчĕç. Çуркунне питомник туса хатĕрлеттĕмĕр. Акса хăвараттăмăр. Тухăçлă çитĕнтĕр тесе хĕллехи вăхăтра чăх ферминче каяш пуçтарса хураттăмăр. Ăшăтсан удобрение алă вĕççĕн питомнике çĕклеттĕмĕр. Кашнине 7-шер йăран çирĕплетсе панăччĕ. Çум курăкран тасататтăмăр, вăррине пуçтараттăмăр, кĕркунне тымарне кăларса типĕтсе патшалăха ăсататтăмăр, - тесе шкулта вĕреннĕ вăхăтсене аса илет Зоя аппа.

«Пурте - фронт валли, пурте - çĕнтерÿ тума» çапла девиз пулнă вăл вăхăтра. Паллах, шкул ачисем те айккинче юлман.

Вăрçă çулĕсенчи терт-нушана чăтса ирттерни Зоя Тимофееван чĕрине кĕрсе вырнаçнă.

- Çимелли нимĕн те çукчĕ. Мăянран пĕçернĕ пашалупа пурăнаттăмăр. Ĕне усранă май, патшалăха сутнинчен ытлашши юлакан сĕте анне пире пайласа паратчĕ. Çавăнпа мăян пашалу та самай тутлăччĕ. Яшкана миçе тĕрлĕ курăк ярса пĕçермен-ши? Усăллă тĕрлĕ витаминсем те сахал мар пулнă пулĕ çав курăксенче. Тен, вĕсемех чирлемесĕр сывă çитĕнме пулăшрĕç пулĕ? - калаçăва малалла тăсать ветеран.

1943 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçă хĕрсе пынă вăхăтра вăл ялти çичĕ класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухать.

Ашшĕ, Тимофей Николаевич Николаев, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Хăрушă вăрçăран аманса таврăнать. Шел, сурансене пулах 1949 çулта çĕре кĕрет.

- Эпĕ ун чухне вăрман касма тухса кайнă пулнă. Атте вилнине пĕлмесĕрех юлнă. Никам та пĕлтермен мана юлашки çула ăсатма, тăван аттепе сыв пуллашма та тÿр килмерĕ, - хăйĕн чĕрине кĕрсе юлнă йывăр самантсене аса илет вăл.

13 çула çитсен çăпата сырса чукун çул çинчи юра тасатма çÿренĕ.

- Пĕррехинче çапла ура шăннипе самантлăха хамăн тăван патне кĕрсе ăшăнма ыйтрăм бригадиртан. Вăл хирĕçлемерĕ. Аппа ура çыххине салтса пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Манăн ура йĕпеннипе çăпата çумне шăнса çыпăçăнсах ларнă. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулнă, - аса илет Зоя аппа.

1954 çулта хĕлĕпех чукун çул çинче ĕçленĕ. Çулла - колхозра, кĕркунне вăрман каснă.

Кирек мĕнле ĕçе те тиркесе тăман чăваш хĕрĕ, чунне парса тăрăшнă «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», - тесе амăшĕ вĕрентнĕ сăмахĕсене яланах асра тытнă вăл. Унăн ĕç кĕнекинче те ĕçе илни çинчен çырса хуни пĕрре çеç. Çăмăл ĕç шыраса çÿремен. Ăçта хушнă, çавăнта кайнă. Хăмла ани çинче вăй хунă, чăх ферминче çăмарта илнĕ çĕрте тăрăшнă. Пур çĕрте те хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн сăн ÿкерчĕкне хуçалăхри Хисеп хăми çинче çакăнса тăнине курма пулнă.

Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн хуçалăх руководителĕсем ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă, хаклă парнесемпе чысланă.

СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.

1955 çулхи декабрь уйăхĕнче Зоя Тимофеевна Тимофеевăпа Василий Петрович Петров çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ Василий Петрович Мускавра хĕсметре тăнă вăхăтра кочегар профессине илет. Мирлĕ ĕçе пуçăнсан та мĕн пенсие тухичченех çак ĕçре тĕрлĕ çĕрте пуçарулăх кăтартать.

1980 çулхи май уйăхĕнче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ кăларнă Указпа Зоя Тимофеевна Петровăна халăх хуçалăхĕпе культурăна аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата Чăваш АССРĕ 60 çул тултарнă ятпа Хисеп грамотипе наградăласа пысăк чыс тунă. Çак пысăк наградăна вăл хаклă реликви вырăнне хисеплесе упрать.

Унăн кăкăрне çавăн пекех «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» знак, 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 30, 40, 50, 60, 65 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медалĕсем тата ытти наградăсем илем кÿреççĕ.

Зоя Тимофеевна ялти хисеплĕ çын. Ватти те, вĕтти те хисеплет ăна.

2003 çулта ăна Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн удостоверенине параççĕ. Мăшăрĕпе - Василий Петровичпа виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Асли - Николай механизатор профессине суйласа илнĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Галина - Тверь облаçĕнчи тĕп врачăн заместителĕ. Валерий Федераллă казначейство Управленийĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ.

Зоя Тимофеевнапа Василий Петрович кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Капмар çуртра пурăнма вырăн пурин валли те çителĕклĕ. Ватăсене çемьере хисеплеççĕ. 7 мăнукĕ тата 2 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса, киленсе хăйсен юратăвне парнелеççĕ, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме пулăшаççĕ.

Паянхи вашаватлăхпа хастарлăх нихăçан та ан чактăр, иксĕлми телей, çутă кун-çул, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика