22 февраля 2014 г.

Мурманскри С.М.Киров ячĕллĕ культурăпа халăх пултарулăх керменĕнче кунта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен йăлана кĕнĕ «Туслăх фестивалĕ» иртнĕ. Кăçалхипе ăна тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ. Праçник тĕллевĕ - Мурманск облаçĕнче пурăнакан халăхсен ырă йăли-йĕркисене упраса хăварса малалла аталантарасси, тĕрлĕ наци çыннисем хушшинчи туслăха çирĕплетесси, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентесси тата ÿсекен çамрăк ăрăва Раççей халăхĕн культура пуянлăхĕпе наци йăли-йĕркисемпе паллаштарнă чухне çывăхарах пулма хăнăхтарасси.
Çÿрçĕрте пурăнакансенчен нумайăшĕ фестивале кашни çулах активлă хутшăнать. Концерт пуçланас умĕн Мурманск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Мария Васильевна Ковтун Кольски крайĕнче пурăнакан халăхсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕшĕн пухăннисене ăшшăн тав тунă, ăнăçусем суннă. Культурăпа халăх пултарулăх керменĕн фойинче кашни наципе культура обществăлла организацисем хăнасене кăтартма хăйсен костюмĕсене, декораципе ал-ĕç искусствин хатĕрĕсене, музыка инструменчĕсене тăратнă, юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.
«Чăваш Ен» культура обществи вара Çурçĕрте пурăнакансене костюмсем, алăпа ăсталанă илем кÿрекен тĕрлĕ япаласем, чăваш тĕрри, музыка инструменчĕсем кăтартнисĕр тата юрă-ташă парнеленисĕр пуçне Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимĕçрен сĕтел хатĕрленĕ. «Мурманскра пурăнакан чăвашсем хăнасене йышăнма яланах тарават, халăх çăкăр-тăвартан пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ», - тесе çырса пĕлтерчĕ Пысăк Енккассинче çуралса ÿснĕ, Мурманскри «Чăваш Ен» обществин Канашĕн председателĕ В.Гаврилов.
М.Ковтун кĕпĕрнаттăрпа тĕл пулнă вăхăтра В.Гаврилов Чăваш Республикин культурăпа экономика, физкультурăпа спорт аталанăвĕпе, 2013 çулта иртнĕ Чăваш наци конгресĕн съезчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, Чăваш обществи Мурманск облаçĕнче туса ирттерекен мероприятисемпе паллаштарнă.
Пирĕн ентеш В.Гаврилов В.Ковтун кĕпĕрнаттăра мероприятие пур наци çыннисен обществисене явăçтарма сĕннĕ. «Шупашкар» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ, «Чăваш Ен» культура обществин Канашĕн членĕ Д.Осипов М.Ковтун кĕпĕрнаттăра чăвашсен ячĕпе «АККОНД» фирма туса кăларакан пылак апат-çимĕç парнеленĕ, Мурманск облаçĕнче чăвашсен лайăх пĕçерсе хатĕрленĕ тутлă апатне сутни çинчен пĕлтернĕ, Вăрнарта туса кăларакан шăрттана тата Элĕкри пылак шыва тутанса пăхма сĕннĕ.
Культура керменĕн сцени çинчен М.Ковтун Мурманск облаçĕнче пурăнакан халăхсен представителĕсене çапла каланă: «Хальхи фестиваль пире пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме, çывăхарах пулма пулăшать. Çапла вара пирĕн «пĕрлехи çурта» - Мурманск облаçне татах та ăшăрах, тирпейлĕрех пулма май парать. Эпир пурте пĕр пысăк çуртра пурăнакансем. Ырă кÿршĕсем пулнă май, пĕр-пĕрне хисеплетпĕр. Çурçĕрте пурăнакансем сайра тĕл пулакан пĕрлĕх. Тĕрлĕ тĕслĕ япаларан тунă хутăша (мозаика) пĕрле çыпăçтарса хунă япала пекех çирĕп вĕсем. Вăхăт çакна кăтартса пачĕ: уйрăмлăх пире пĕрре те уйăрса тăмасть, пачах урăхла, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет кăна».
Концерт программи пынă вăхăтра наци автономийĕпе пĕрлешĕвĕсен представителĕсем символла туслăх йывăçне «чĕртнĕ». Йывăç çинче Мурманск облаçĕн Гербĕ. Чăваш обществи ячĕпе Светлана Абрашкина солисткăпа Валериан Гаврилов туслăх йывăçĕ çине «Чувашия» тесе тĕрлесе çырнă транспорант çакнă.
Концерт вĕçленнĕ хыççăн мероприятие хутшăннисене пурне Тав çырăвĕсем панă, асăнмалăх сувенирсем парнеленĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ