22 февраля 2014 г.
Паянхи кун шкул умĕнче ачасен кăмăл-сипет, ăс-хакăл пуянлăхĕ, ĕç патне витĕмлĕ туртăм çуратса аталантарасси - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Çак пысăк ыйтăва хуравласа эпир, Кавал шкулĕнче вĕрентекенсем, класс ертÿçисем, урокра та, класс тулашĕнче те ачасемпе тĕрлĕ ĕç туса ирттеретпĕр. Шкул пурнăçĕ, чăн та, пуян. Эпĕ уйрăммăн предмет эрнисем пирки чарăнса тăрасшăн. Çак эрнесем октябрьте пуçланаççĕ те февральчченех пыраççĕ. Январьте шкулта биологипе хими эрни иртрĕ. Çак предмета вĕрентекен Н.Маслова кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче «Сырăш» ăмăрту йĕркелесе ярас терĕ. А.Прокопьева тата С.Федорова 1-4-мĕш класс ертÿçисем, çак ĕçе ертсе пычĕç. ««Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр», - тенĕ пире И.Я.Яковлев хăйĕн Халалĕнче. Мĕн авалтан чăваш çынни хăй ачине ĕçе хăнăхтарса пынă. Эпир çак шухăша ăша хывса хамăр ĕçре тытса пыма тăрăшрăмăр. Конкурс уçăлнă хыççăнах ачасем сырăш тумалли йĕркене библиотекăри энциклопедисенчен, интернет урлă пухнă материалсенчен пĕлчĕç. Библиотекăри хушма материалсемпе ĕçлеме ачасене В.Алексеева нумай пулăшу пачĕ. Чи йывăр ĕçе, сырăш тăвассине, ачасем аслашшĕсемпе, пиччĕшĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, кÿршĕсемпе пурнăçларĕç. Тунă сырăшсем çине пăхса ытармалла мар! Мĕнле кăна япала хута кайман: хăма татăкĕ, пралук, çип, пластик, тимĕр листи... Ачасем шкул пахчинчи улмуççи турачĕсем çине хаваспа сырăшсене çакса тухрĕç, хĕвел çаврăнăш, кавăн, арбуз вăрри, тырă пĕрчи сапса пачĕç. Пурте хăйсен сырăшĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ - сырăшсем çине тĕрлĕ кайăк пуçтарăнчĕ те. Вĕсенчен телейли çук та тейĕн. Çапла вара, вĕренекенсем çÿлерех асăннă çул-йĕрпе утса пĕчĕккĕнех хăйсем теллĕн ĕçлеме вĕренсе пырĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.ФЕДОРОВА