22 февраля 2014 г.
Чăваш халăх çыравçин В.Алендей пултарулăхне пĕлмен, унăн произведенийĕсене вуламан çын пирĕн таврара çук тесен те йăнăш пулмĕ. Уйрăмах эпир, Кĕтеснерсем, хамăр ентешĕмĕре асра тытса унăн пултарулăхĕпе хавхаланатпăр.
В.Алендей ячĕпе ирттернĕ çамрăк сăвăçсен конкурсне ирттересси йăлана кĕрсе çитнĕ. Çак ĕçе йĕркелесе пыма пире педагогика ĕçĕн ветеранĕ, хăй вăхăтĕнче çак шкултах директорта вăй хунă А.Иванов пулăшса пырать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те конкурса хутшăнакансем чылай пулчĕç. Çав кун тепĕр хаваслă тĕл пулу та пулчĕ. Анатолий Ивановичпа пĕрле шкулта РФ тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов-Пархатар пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртма та çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен пурте çав тери тăрăшни куç кĕретех. Чи пултаруллисем парнесене тивĕçрĕç: К.Краснова (7 кл.), А.Петрова (5 кл.), Т.Никифорова (5 кл.) тата ытти те. Николай Прокопьевич хăйĕн пирвайхи, ача чухнех çырнă сăввисене вуланине пурте тимлĕ итлесе савăнчĕç. Поэт шкул библиотекине «Тăван ялăм, савăн ял» сăвă кĕнекине парнелерĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.НИКОЛАЕВА