АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă - савăнăç, юрă - пурнăç

22 февраля 2014 г.

Пысăк Енккассинчи культура çуртĕнче пултарулăх ушкăнĕ çулленех ял çыннисен умĕнче иртнĕ çула пĕтĕмлетсе пысăк концерт кăтартать. Кăçал вăл Культура çулталăкне уçнипе тата халалланипе çыхăннă «Илемлĕ, илемлĕ» юрăпа ташă композицийĕпе пуçланчĕ.

Илемлĕ, чăваш тĕррисемлĕ тум чăн-чăн хитрелĕх, илĕртÿлĕх кÿрет юрăçсене. Ташă ушкăнне те çĕнĕ, ĕлккен тумпа курма питех те кăмăллă (эрешлĕ сцена тумĕ туянма пулăшнă ентеше Анат Чаллăри «КамАЗ жил-быт» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне В.Гаврилова пур кăмăлтан тав тăваççĕ тăван ял çыннисем).

Жанр енчен пуян концерт çÿллĕ шайра иртнине палăртаççĕ курма пынисем. Лăк! тулли залри халăх кашни юрăçах, кашни ташлакана тăвăллăн алă çупса пахаларĕ. Карăкçырма культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнне (ертÿçи А.Димитриева), Р.Моисеева юрăçа, Урнар ял клубĕ çумĕнчи «Сарнар» халăх ушкăнне (ертÿçи Л.Иванова), Валентинăпа Валерий Павловсене, А.Яковлева ертсе пыракан «Еник» ушкăна палăртма кăмăллă. Концерта республикăри тĕрлĕ конкурс-фестивль лауреачĕн «Шанчăк» инструментсен ушкăнне тĕрлĕ çулсенче çÿренĕ А.Александров, К.Александров, Г.Сидоров, С.Алексеев купăсçăсемпе А.Романова юрăç, халĕ ансамбле çÿрекен А.Романовăпа М.Антонова халăх инструменчĕсемпе калакансем илем кÿчĕç. И.Григорьева, Аленăпа Таня Никифоровăсем, М.Васильевăпа А.Васильева юрăçсем те ырă сăмаха тивĕç.

«Юрă - киленĕç, юрă - шанăç, юрă савăнăç, юрă - пурнăç» - çак каларăш чăннипех те тÿр килнине тепĕр хут курса килентĕмĕр», - çапла пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне концерта яланхиллех питĕ илемлĕ те çыпăçуллă ертсе пынă Н.Никонорова.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ГАВРИЛОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика