19 февраля 2014 г.
Темĕн чухлĕ асăрхаттарсан та, хаçатсем çине çырсан та пушар инкекĕ пулсах тăрать. Ытларах чухне уйрăм хуçалăхра пурăнакансем хăйсен айăпне пула шар кураççĕ. Акă, январь уйăхĕн вĕçĕнче Арапуç ялĕнче пĕр çурт кĕлленнĕ. Вăл ирхине 8 сехет те 20 минутра çунма пуçланă. Ăна çак ял çынни асăрхаса «112» номерпе шăнкăравласа пĕлтернĕ. Пушарниксем çитсе çулăма сÿнтернĕ пулин те кил-çурт пурăнма юрăхсăра тухнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх пушар кил хуçисем асăрханусăр пулнине пула тухнă тесе шутлаççĕ. Кăçал ку таранччен районта икĕ пушар пулнă (тăкакĕ 320 пин тенкĕ), пĕлтĕр çак вăхăтра - 4 (тăкакĕ - 115 пин).
Инкек куçа курăнса килменнине пурте пĕлетпĕр, çавăнпа та çăмăлттайлăх инкек патне илсе çитерессине манас марччĕ. Пушар чĕлхи вăрăм. Çулăмпа асăрхануллă пулмалла. Ачасене, пурлăха, кил-çурта инкекрен сыхлăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.ГРИГОРЬЕВА, пушар чаceн инженерe.