19 февраля 2014 г.

Пирĕн районăн ĕç-хĕлĕ ытларах ял хуçалăх отрасльĕпе çыхăннă. Уй-хирте мĕн туса илни пурте выльăх-чĕрлĕх витĕр тухать. «Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче», - тесе каланă мĕн авалтан. Ку каларăш вара çав тери пĕлтерĕшлĕ. Чĕлхесĕр чунсене еплерех хĕл каçаран тупăшĕ те çавăн пекех пулĕ. Хĕл каçарасси - чи яваплă тапхăр.
Ахальтен мар ĕнтĕ райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин час-часах районти выльăх-чĕрлĕх усракан хуçалăхсенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать. Акă, нумаях пулмасть, Кĕтеснер ял тăрăхĕнчи А.Игнатьев çамрăк фермер хуçалăхĕнче пулса выльăх-чĕрлĕх еплерех хĕл каçнипе интересленнĕ. Паянхи куна фермăра мăйракаллă шултра выльăх - 90. Вĕсенчен 25-шĕ сăвакан ĕнесем. Вĕсене икĕ доярка, икĕ скотник, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакансем иккĕн пăхаççĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх кунта 976 центнер сĕт суса илнĕ, вĕсенчен 963 центнерне сутнă. Вăтамран шутласан пĕр ĕне пуçне 3902 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхсене валли хĕл каçма ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ, пĕр условнăй выльăх пуçне 14,8 центнер апат единици тивет.
Хальхи вăхăтра фермăри ĕнесем пăрулас тапхăрта. Кунта ĕçлекенсем сывă пăру илес тесе çине тăраççĕ. Пăрусем çут тĕнчене килсен, вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтермелле, çавăн пекех сăвакан ĕнесен çиллисене те пăхса, тĕрĕслесех тăмалла. Çак тата ытти ыйтусемпе кăсăкланнă Константин Владимирович. Вăл хăйне интереслентерекен ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем илнĕ.
Çавăн пекех К.Никитин Тикаш ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Н.А.Иванов» тата «С.Г.Грачев» хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те çитсе курнă. Ивановсен хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем 42 пуç, çав шутра сăвакан ĕнесем - 9, ăратлă сурăхсем 20 пуç. Чĕр чунсене еплерех тăрантарса хĕл каçаран, çавăн чухлĕ тупăшĕ те пулать. Паянхи куна ку хуçалăхра пĕр ĕне пуçне вăтамран 15 литр сĕт суса илеççĕ, ку вĕсемшĕн чикĕ мар. Сăвăма ÿстерме апат рационĕ çителĕклĕ, тăрăшни кăна кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе татах тепĕр ферма туса хурасшăн. Тăрăшаканăн ĕçĕ те ăнса пырать, çаплах пултăрччĕ.
«Çамрăксене яланах çул уçă», - тетпĕр эпир тăтăшах. Çапла «С.Г.Грачев» хресчен (фермер) хуçалăхĕн çамрăк пуçлăхĕ С.Грачев «2012-2014 çулсенче çамрăк фермерсене - патшалăх пулăшăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн пулăшу илсе туллин ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул кăна-ха пысăк вите туса Романовски ăратлă сурăхсем усрама тытăннă. Паянхи куна Грачевсем 100 пуç ытла сурăх тытаççĕ. Вĕсенчен çурри ытла пăруламаллисем. Ÿркенмен çамрăксен пуласлăхĕ те пысăк. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тĕрлĕрен техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, хуралтăсем хăпартаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н,ПЕТРОВА