19 февраля 2014 г.
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 11-12-мĕш номерсенче).
Урамăн хальхи ăрури çамрăкĕсем те пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ. Акă, Г.Битеев капитан Мускаври Петр Великий ячĕпе хисепленекен ракетчиксен академине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей çарĕнче службăра тăрать. Еленăпа Ольга Алексеевăсем ялти вăтам шкултан иккĕшĕ те ылтăн медальсемпе вĕренсе тухса хăйсен пурнăçне юрист тата врач профессипе çыхăнтараççĕ. Çав класра вĕреннĕ А.Иликова кĕмĕл медале тивĕçнĕ, халĕ Хусанти авиаци институтĕнче вĕренсе диплом ĕçне çырать.
Аслă пĕлÿ илнĕ çынсем йышлă. М.Миронов спортсмен районти тата республикăри ăмăртусенче кире пуканĕ çĕклессипе малти вырăнсене йышăнса палăрнă.
Чи ватă та хисеплĕ çынсем: Е.Салтыкова (1924 ç.ç.), Ю.Соколова - 86 çулта (1927 ç.ç.), К.Симулина - 85 (1928 ç.ç.), М.Григорьева - 85 (1928 ç.ç.), Г.Андреев - 85 (1928 ç.ç.), В.Егоров - 84 (1929 ç.ç.).
Шухăшласа пăхсан, çур ĕмĕр хушшинче вăрман çумĕнче çын пурăнман вырăнта урам йĕркеленсе аталанса ÿснĕ. Туслă та çирĕп çемьесем вăрăм телейлĕ кун-çул пурăнса ирттернĕ. Ачисем те ĕç майне пĕлсе ÿснĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ, тăванлăх тымарĕсене çирĕплетсе пыраççĕ. Çак чăваш ялĕн пĕр урамĕнчен тĕлĕнмелле çынсем тухнă.
Çамрăк ăру аслă ăрусен ырă та мухтавлă йăлисене малашне те тивĕçлĕ шайра тытса пырасса шанас килет.
Автор тишкерÿ ĕçĕнче çак урамри хăш-пĕр çынсен кун-çулне çырса кăтаратайманшăн каçару ыйтать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КРИКОВ