19 февраля 2014 г.

«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи районта кал-кал аталанса пыракан предприяти. Кунта вăй хуракан ăста рабочисем тимĕртен 100 тĕрлĕ ытла изделисем шăратса кăлараççĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ĕçлĕ визитпа асăннă предприятире пулнă май унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ.
Çак предприяти иртнĕ çул лайăх кăтартусемпе палăрнă. Пурĕ 7 миллион та 122 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Кăçалхи январь уйăхĕнче те вĕсен тăрăшулăхне палăртмалла. Кунта тăрăшса вăй хуракансем 500 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши изделисем туса кăларнă, çакă унчченхи çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 16,8 процент ытларах пулать. Хальхи вăхăтра асăннă предприятинче 24 çын ĕçлет. Вĕсем вара туса кăларакан продукцин ассортиментне ÿстерессипе чылай тăрăшаççĕ. Çавăнпа та заказсем районта пурăнакансем çеç мар, республикăран тата ун тулашĕнчен те чылай параççĕ. Эрешлĕ тимĕр картасем, хапхасем, алăксем, беседкăсем, сотовăй поликарбонатран (çирĕп тимĕр конструкцийĕпе хатĕрленĕ) теплицăсем тата ытти тĕрлĕ изделисем ăсталаççĕ пултаруллă рабочисем. Производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май Константин Владимирович общество аталанăвне лайăх хак пачĕ. Çавăн пекех К.Никитин кунти рабочисемпе тĕл пулнă май вĕсен ĕç условийĕсемпе паллашрĕ, ĕç укçине мĕнлерех тÿленипе интересленчĕ. Ку енĕпе пĕр чăрмав та çуккине палăртрĕç рабочисем. Асăннă предприятинче вăтам ĕç укçи хальхи вăхăтра 12 пин тенкĕпе танлашать, тăрăшуллăрах вăй хурсан тата та ытларах ĕçлесе илме майсем те пур. Тепĕр майлă каласан килтен аякка каймасăрах вырăнта та лайăх шалуллă ĕç тупма пулать.
Константин Владимирович «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществин коллективне лайăх ĕçшĕн тав турĕ, малашне те аталану çулĕпе сулмаклăн утма ăнăçу сунчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА