АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наградăсем паттăра 30 çул иртсен тупнă

19 февраля 2014 г.

Наградăсем паттăра 30 çул иртсен тупнă

Паянхи пекех ас тăватăп: 1980 çулхи хура кĕркунне, октябрĕн 26-мĕшĕ, Кивĕ Вăрмарта 1962 çулта çуралнă çамрăксене çара ăстаççĕ. В.Дмитриев, Ю.Владимиров, Г.Семенов, Н.Семенов, В.Илларионов, В.Морозов Канашри çар пунктне кайма хатĕрленеççĕ. Чылайăшĕ тепĕр куннех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă - кам Камчаткăна, кам Смоленск облаçне... Валерьян Вячеславович Морозовăн кăштах урăхларах килсе тухнă, ăна ноябрĕн 16-мĕшĕччен хăварнă.

Шăпа ăна пограничниксен Приморск крайĕнчи «Прогресс» сержант шкулне илсе çитернĕ. Палăртнă вăхăтра çар пĕлĕвĕ илнĕ кĕçĕн сержанта Киргизипе Китай чиккисен линейлă заставине куçараççĕ. 1982 çулта В.Морозов сержант Таджикистанри Московский поселокĕ çывăхĕнче Тăван çĕршыв чиккине хÿтĕлет. Ун чухне вăл десантпа штурм манервлă ушкăнĕн (ДШМГ) отделенин командирĕ. 1982 çул пуçламăшĕнче Афганистанри хирĕç-тăру çивĕчленсех пырать. Пограничниксен ытларах та ытларах ушкăнĕсене интернационалла тивĕçе пурнăçлама ун чухнехи кÿршĕллĕ Демократи республикине илсе кĕреççĕ. Чикĕ сыхлакансем халĕ Çурçĕр Афганистанăн 100 çухрăма яхăн кăнтăралла тăсăлакан пайне тытса тăраççĕ.

1982 çулхи март уйăхĕнче Мазари - Шариф хули çывăхне лекет те Кивĕ Вăрмар каччи. 1983 çулхи февраль уйăхĕн вĕçĕччен вăл десантпа штурм маневр ушкăнĕнче чылай çар операцийĕсене хутшăнать. Нумай калаçма юратманскер, унтанпа 30 çул ытла иртсен те чуна хускатакан уйрăм çапăçу саманчĕсем çинчен аса илесшĕнех мар. Куфаб ту хысакĕнчи айлăмра пынă çапăçу уйрăмах асра юлнă - çавăн чухне ĕнтĕ, аялтан душмансем пĕр чарăнми персе тăнă чухне, вĕсен вертолетсем çинчен ансанах çапăçăва кĕме тивнĕ. Çавăн чухнех командовани унăн паттăрлăхне палăртнă пулнă. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1984 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн «Паттăрлăхшăн» тата «Çапăçури паттăр ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăлама йышăннă. Çулсем иртеççĕ сисĕнми, Валерьян Вячеславович тивĕçнĕ наградăсене илессе сунманччĕ те пулĕ, анчах тĕрĕслĕх пурах. В.Морозов Афганистан вăрçинчен таврăннăранпа 30 çул ытла иртсен кăçалхи февралĕн 13-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев П.Хусанкай ячĕллĕ культура Керменĕнче Афган вăрçине хутшăннă, унтан Совет çарĕсене илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалланă чыслав мероприятийĕнче Валерьян Вячеславовича «Паттăрлăхшăн» медаль парса чысланă. Çавăн пекех В.Морозов февралĕн 14-мĕшĕнче районта çÿлерех асăннă мероприяти вăхăтĕнче ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕн В.Ляшенко аллинчен «Çапăçури паттăр ĕçсемшĕн» медаль илнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика