15 февраля 2014 г.
Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Афганистанра 1983 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентешĕмĕре, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне - Юрий Георгиевич Иванова асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва пуçласа 2004 çулта ирттернĕччĕ, унтанпа шăпах 10 çул çитрĕ. Çавăн пекех, СССР çарĕсене хаяр Афганистан çĕрĕнчен кăларнăранпа 25 çул çитнине те халалланă çак тĕл пулăва.
Афган тăрăхĕнче хĕсметре тăнă интернационалист-салтаксем чылай. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем тăххăрăн: В.Александров, С.Краснов, Р.Матвеев, Н.Петров, С.Петров, Г.Протопопов, Н.Федоров, Э.Хветти, В.Чернов. Вĕсем чăннипех те мухтава тивĕç. Шел пулин те, кунсем иртеççĕ, çулсем шăваççĕ, вĕсем те пирĕнтен уйрăлсах пыраççĕ. Анчах та халăх асĕнчен вĕсем нихăçан та тухмаççĕ. Ю.Иванов ячĕ те кашнин чĕринчех упранать.
Интернационалист-салтаксене халалланă ăмăртăва уçма Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи Л.Агапова, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Мирошкина, Афган вăрçин терт-нушине хăйсем çинче туйса курнă интернационалист-салтак Г.Васильев тата Ф.Федотов, çавăн пекех вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Вăйă çÿллĕ шайра иртрĕ, вăхăт çав тери хăвăрттăн шурĕ, хăш вăхăтра 18 сехет çитнине, каç пулса кайнине никам та сисмерĕ. Кĕтнĕ те савăнăçлă самант çитрĕ. Судьясем чи пултаруллисене, чи çивĕч вылякансене палăртрĕç. Ăмăртури хĕрÿ тупăшура Юрий Иванов паттăр интернационалист-салтак ячĕллĕ куçса çÿрекен кубока «Урмарская» КСО» акционерсен уçă обществин спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Асăннă командăра Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă хастарĕсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пултарулăха туптакан ачасем, виççĕмĕшне Тикашри спорта юратакансем çĕнсе илме пултарчĕç. Тăваттăмĕш вырăна Шăхаль ял тăрăхĕн туслă команди, пиллĕкмĕш вырăна Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем тухрĕç. Пур команда та тĕплĕн хатĕрленнĕ, хастар пулчĕç, çавăнпа та вылянине курма çав тери кăсăклă пулчĕ. Паллах, волейболистсене тăвăллăн алă çупса шăхăракан, чунтан «чирлекен» куракансем те хавхалантарчĕç. Паянхи пурнăçра кирек мĕнле мероприятие те пулăшусăр ирттерме майĕ сахалтарах. Çак мероприятие йĕркелеме те спонсорсем хастар хутшăнчĕç. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне Ю.Соколова, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Семенова, «Урмарская» КСО» генеральнăй директорне Н.Зайцева, предпринимательсене: А.Ильина, Г.Ильина, Г.Воробьевăна, И.Федоровăна, çавăн пекех Ю.Ивановăн çывăх тăванне - Ю.Черемисова, паттăр салтакпа пĕрле вĕреннĕ тус-танташĕсене - М.Пуклаковпа В.Долгова, И.Семеновăна тата ыттисене те ырăпа палăртса хăварчĕç.
Ăмăрту малалла кашни çулах иртессе, ăна йĕркелесси те çÿллĕ шайрах пулса пырасса шансах тăратпăр. Юрий Иванов ячĕ нихăçан та манăçмĕ, унăн паттăрлăхĕ пире кулленхи пурнăçра çухалса кайма памĕ. Санăн яту асрах, лăпкăн çывăр, паттăр салтак. Паттăрсем вилмеççĕ, вĕсен ячĕ ĕмĕре!
Ĕмĕр-ĕмĕр, туссем, иртнине манар мар,
Кам паян çÿремест - пирĕнпе юнашар.
Кам Афган çĕрĕнчен каялла таврăнман,
Ир тăрсан, каç пулсан, яланах асăнар...
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ТРОФИМОВА