15 февраля 2014 г.
1979 çулхи декабрь вĕçĕнче Совет çарĕн салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине илсе кĕме йышăну тунă. Вăл вăхăтра унта вăрçă пынине саспа никамах та калама хăяйман, «Афганистан çĕрĕ çинчи хирĕç-тăру е хĕрÿ вырăнсем», - тенĕ. Çак хирĕç-тăру вара интернационалист-салтаксемшĕн 10 çула тăсăлнă (1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен), хĕрÿ вырăнсенче пиншер салтакăн пурнăçĕ татăлнă, питех те нумайăшĕ сусăрланса таврăннă. Интернационалла тивĕçе пурнăçлама кайнă салтаксем чăн-чăн вăрçа лексе нуша курнă. Çак вăрçа 4,5 пин чăваш çынни хутшăннă, вĕсенчен115-шĕ паттăррăн пуçĕсене хунă, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Çав шутран пирĕн районтан 224 çамрăк хутшăннă, вĕсенчен 6-шĕ пуçĕсене хунă. Паттăрсене ятран асăнса хăварас килет: Г.Александров, Ю.Иванов, М.Демидов, Ю.Семенов, Р.Петров, А.Линга. Е.Александров вара салтакран таврăнсан, сурансене пула нумай та пурăнайман, пирĕнтен уйрăлса кайнă.
1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Афганистанран юлашки салтаксене илсе тухнă кун. Çак кун вилнĕ салтаксене асăнса тата вăрçăра пулнисене сума суса пуç таяççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"