АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çак урампа иртнĕ чухне…

15 февраля 2014 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-мĕш номерте).

Пĕр çемьерен тăваттăшĕ аслă пĕлÿ илсе педагогика ĕçĕнче палăрнă. 86 çула çитнĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Юлия Александровна çемье ăшшине упраса ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.

Леонтий Васильевичпа Лидия Никоновна Васильевсем мăшăрланса тăватă ача çитĕнтернĕ, çул кăтартса пырса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен виççĕшĕ врачсем: Михаил Леонтьевич - шăл тухтăрĕ, Андрей Леонтьевич - çар врачĕ, подполковник, 4 çул Чулхулари медицина академийĕн преподавателĕ пулнă, Афганистан вăрçине хутшăнса «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ, хĕрĕ, Надежда Леонтьевна, санэпидемстанцийĕн врачĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Вера Леонтьевна, медсестра пулнă, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Хисеплĕ амăшĕ Лидия Никоновна КБО-ра çĕвĕç пулса тăрăшнă, сăпайлă хĕрарăм тивĕçлĕ канура çемье вучахне упраса пырать, ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнать.

Аркадий Ивановичпа Нина Петровна Ивановсем мăшăрланса çемье çавăрнă, аслă пурнăç çулĕпе иккĕн пĕрле утнă, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ăс парса ÿстернĕ. Вĕсен аслă хĕрĕ, Людмила Аркадьевна, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, «История села Шоркистры в географических названиях» кĕнеке авторĕ. Вăл Шупашкарти 60-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентет, музей ертÿçи пулса вăй хурать. Йăмăкĕ, Надежда Аркадьевна, «Овас» фабрикинчи çĕвĕç, шăллĕ, Николай Аркадьевич, тĕрлĕ ĕçре вăй хурать.

Михаил Ивановичпа Римма Ивановна мăшăрланса пĕрлешнĕ, виçĕ ывăл çуратса кун çути панă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Çемье пуçлăхĕ чукун çул çинче ĕçленĕ, мăшăрĕ - техслужащи. 1965 çулта вĕсен çемйи çак урамра тĕпленсе пурăнма тытăнать. Аслă тата вăталăх ывăлĕсем вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ, Иван Михайлович, нумай çул хушши пысăк тăрăшулăхпа Хуруйĕнчи, Урнарти, Энĕшпуçĕнчи шкулсен директорĕ пулса вăй хунă, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă, халĕ Иван Михайлович ялти, унăн мăшăрĕ Ирина Николаевна Вăрмарти шкулсенче вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентеççĕ. Иккĕшĕ те чи пысăк категориллĕ педагогсем. Ĕçне кура - хисепĕ. Ирина Николаевна РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ, «Çулталăк учителĕ-2002» районти конкурсра çĕнтерÿçĕ пулнă, республикăра уйрăм номинацинче малти вырăна тухнă. Вĕсем ывăлпа хĕр çуратса, вĕрентсе ÿстернĕ. Пĕр мăнук çитĕнет.

Ерошинсен ăрăвĕ, вĕсен династийĕ йышлă, ырă ятлă. Çемье пуçлăхĕ И.Ерошин вăрçăчченех чукун çул çинче ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынă, ăна Ленин орденне парса чыс тунă. Унăн виçĕ ывăлĕ Серафим, Иван тата Феофан ашшĕ çулĕпе кайса пултаруллă та хисеплĕ чукун çул ĕçченĕсем пулса тăнă, çак урамра тĕпленсе пурăннă. Аслă ывăлĕ, Серафим Иванович, чукун çул механикĕ, мăшăрĕ, Роза Саввична, тата унăн хĕрĕ, Людмила Серафимовна, пенсие тухиччен пуçламăш класс ачисене вĕрентекенсем пулнă. Людмила Серафимовна хăйĕн мăшăрĕпе Сергей Георгиевичпа пилĕк ача ÿстернĕ. С.Григорьев та чукун çул ĕçĕпе хăйĕн пурнăçне çыхăнтарнă. Вăталăх ывăлĕ, Иван Иванович, Энĕшпуç станцин начальникĕ пулнă, ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине парса чысланă. Унăн мăшăрĕ, Елизавета Архиповна, кассирта тăрăшнă. Туслă мăшăр пĕр ывăлпа икĕ хĕре пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсем тивĕçлĕ професси илнĕ. Ывăлĕ, Владимир Иванович - Мускавра, Ольга Ивановна - Самарăра, Татьяна Ивановна - Вăрмар поселокĕнче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ, Феофан Иванович, станцин дежурнăйĕ пулса тимленĕ, мăшăрĕ, Татьяна Филипповна, Канашри депора гардеробщицăра ĕçленĕ. Вĕсем çемье çавăрса виçĕ ывăл çуратнă. Халĕ Валерий Феофанович Шупашкарта маршрутлă такси водителĕ, Владимир Феофанович çав хуларах 1-мĕш стоматологи клиникинче шăл техникĕ, Николай Феофанович - строитель.

П.Игнатьев кирпĕч заводĕнче, ялти совхозра бухгалтер пулнă, унăн мăшăрĕ, Анна Николаевна, почтăра, пекарньăра ĕçленĕ. Вĕсем виçĕ ывăл тата пĕр хĕр çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Валерий Петровичпа Анатолий Петрович Хусанта аслă пĕлÿ илсе унтах ĕçлесе çемйисемпе пурăнаççĕ. Хĕрĕ, Надежда Петровна, ашшĕ çулĕпе кайса малтан совхозра, халĕ ялти шкулта бухгалтерта вăй хурать. Кĕçĕн ывăлĕ, Николай Петрович, чукун çул çинче бригадирта тăрăшать, унăн мăшăрĕ, Ирина Петровна, пысăк хисепре, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ялти шкулта тимлесе ĕçлет.

Хайлава вĕçлесе калаçăва хутшăнакансен çемйисем çинчен асăнса хăвармасăр май çук. 1954 çулта Виталий Алексеевичпа Клара Васильевна Руссковсем мăшăрланса икĕ хĕр çуратса вĕрентсе ÿстернĕ. 1959 çулта çак урамра вĕсем çурт лартса тĕпленсе пурăнма пуçланă. В.Руссков Энĕшпуçĕнчи кирпĕч цехĕн пуçлăхĕ, К.Русскова лесничий çумĕ пулса вăй хунă. Вĕсен аслă хĕрĕ, Людмила Витальевна, Шупашкарта врачра ĕçлет, йăмăкĕ, Татьяна Витальевна, тĕп хулара «Шупашкар» универмагăн директор çумĕ.

Иван Матвеевич хăйĕн шăпине Мария Архиповнăна тĕл пулса икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса пĕрле ÿстернĕ. Ĕç биографийĕ вĕсен чукун çулпа çыхăннă. Аслă ывăлĕ, Николай Иванович, лесничий çумĕ, Канашри сĕтел-пукан тăвакан фабрикăра производство начальникĕ пулса ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ, Нина Ивановна, бухгалтерта вăй хунă. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канăва тухса хăйсем тунă кирпĕч çуртра пурăнаççĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе савăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăса вĕрентнине тĕпе хурса çемьере хĕрпе ывăл çитĕннĕ, тивĕçлĕ професси илсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулнă. Хĕрĕ, Ольга Ивановна, врач, ывăлĕ Сергей Иванович пушар хуралĕнче тăрăшать.

Тĕрлĕ вăхăтра И.Альбатрос (Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти илнĕ), А.Андреев (Ленин орденне тивĕçнĕ), В.Андреев, П.Сарапаев Энĕшпуç станци начальникĕсем, С.Каюков хăйĕн йышлă çемйипе (тăхăр ача) станци дежурнăйĕ, В.Руссков кирпĕч цехĕн начальникĕ, Ф.Чернов - плановик-экономист, А.Карпова кирпĕч çапакансен мастерĕ, И.Анисимов - комендант, С.Прохоров - слесарь, В.Егоров - шофер пулса ĕçленĕ, çак урамра çурт-йĕр лартса çемье çавăрнă.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Юдино станцийĕнчи стрелоксен командин стрелокне В.Викторова II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. Л.Русскова, И.Григорьева, М.Васильев, А.Васильев, Н.Васильева, О.Матвеева - ултă врач, Ю.Соколова, Р.Ерошина, Л.Андреева, В.Егоров, А.Егоров, Г.Соколова, Ю.Соколов, А.Салтыкова, Л.Григорьева, А.Соколова, О.Соколова, М.Соколова, И.Иванов, И.Иванова, И.Игнатьева, Т.Анисимова, А.Егорова - 17 учитель çак урамран. Вĕсем Энĕшпуç ялне чыс, хисеп кÿреççĕ.

(Вĕçĕ пулать).

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика