АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлисем çÿле вĕçеççĕ

15 февраля 2014 г.

Кашни пысăк çитĕнÿ малтан çак енĕпе тунă ÿсĕмсенчен пуçланать. Малтанах эпир ÿсĕмĕн пуçламăш картлашки çине хăпарма тĕллев лартатпăр. Хамăрăн пурнăçра мĕн тумаллине палăртсан ÿсĕмсен çулĕпе утма çăмăлрах.

Çакăн пек çамрăк çынсенчен пĕри - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Мăнçырмари вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Анастасия Леонтьевăна районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат вулакансем тĕрленчĕксемпе заметкăсем, сăвăсем тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Шкулта та лайăх ĕлкĕрсе пырать вăл, обществăлла ĕçе чунтан парăнса пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ Настьăна Пĕтĕм Раççейпе иртекен «XXI ĕмĕрĕн лидерĕ» конкурсăн республика шайĕнчи турне хутшăнма çирĕплетеççĕ районти комисси членĕсем. Настя шанăçа тÿрре кăларать, республикăра «XXI ĕмĕрĕн лидерĕ» чаплă ята тивĕçет. Раççей шайĕнче ăна хÿтĕлеме хатĕрленет. Апла пулин те эпир ĕмĕтленни пурте пурнăçа кĕреймест çав - тĕрлĕ сăлтавсене пула Новосибирск хулинче Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурс финалне çитеймест вăл. Çамрăк хĕр çакăншăн пăшăрханать те пуль, анчах пурнăç малаллах - эппин ытти çитĕнÿсем малашне татах та пулĕç. Мĕн чухлĕ тĕрлĕ шайри конкурссене, предмет олимпиадисене хутшăнса Хисеп грамотисем, дипломсем, парнесем илме тивĕç пулнă. Вĕренÿре çитĕнÿсем тунăшăн Мухтав хучĕсем те сахал мар илнĕ.

Пĕлÿ илни питĕ кирлĕ: «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен», - тенĕ ваттисем, анчах «Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлла вĕренни юр çинче», - тенине те манма юрамасть. Çав хушăрах çынпа хутшăнса пурăнса ырă ĕçсем тума та тăрăшмалла. Ялти информаципе кану центрĕнче мероприятие хутшăнма чĕнсен пирĕн Настя нихăçан та пăрăнса юлмасть - юлташĕсемпе пĕрле культура ĕçченĕсене пулăшать. Иртнĕ çул шкул администрацийĕпе аслă классенче вĕренекенсен канашĕ пĕрле пухăнса «Хамăр енчи тавралăха улăштар» социаллă проект планне йышăнса ăна пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Настя та çак ĕçе пурнăçа кĕртме нумай вăй хучĕ. Çапла вара шкулти вĕрентекенсемпе ачасем, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ пĕве хĕрринче çÿп-çапа пухса тирпейлерĕç.

Проекта пурнăçа кĕртсе, хăйĕн пултарулăхне кăтартса çапла вара А.Леонтьева 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче районти конкурсра I-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ачасемпе çамрăксем хушшинчи республикăри обществăлла организацисемпе пĕрлешÿсем хушшинче «Манăн пуçарулăх» конкурсра та вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Конкурса муниципалитетсенче пурăнакан 14-18 çулхи çамрăк хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Настя кунта та чи пултарулли пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă, каллех пĕрремĕш пулнă.

Шел, Новосибирск хулине каларăмăр ĕнтĕ, тĕрлĕ сăлтавсене пула çитесси пулмарĕ, анчах пурте малалла - çунатлисем çÿлеллех вĕçеççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Е,СТЕПАНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика