15 февраля 2014 г.

Пирĕн республикăра çул-йĕр хуçалăхне тата автомобиль çулĕсен сетьне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Халăх пурăнакан ялсемпе хуласене асфальтлă çулпа çыхăнтарас тĕллевпе нумай ĕçлеççĕ. Çак ĕçсем пирĕн районта та ăнăçлă пулса пычĕç. Район центрĕпе кашни яла асфальт сарнă çул çыхăнтарать.
Кунта «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕн тÿпи те çав тери пысăк. Коллективра 56 çын кăна ĕçлет пулин те ĕçĕ курăмлă. Предприяти ĕç-хĕлне начальникăн ĕçĕсене туса пыраканĕ С.Яковлев пĕлсе йĕркелесе пырать. Вĕсем муниципаллă (171 километр та 500 метр), республика (44 километр та 160 метр) пĕлтерĕшлĕ çулсене, 11 кĕпере, кĕрхи тата çурхи шывсем юхмалли 332 пăрăха пăхса тăраççĕ. Çавăн пекех вĕсем пăхса тăракан çулсем çинче 2758 çул-йĕр паллисем пур. Вĕсене хĕллехи кунсенче юртан, çуркуннехи, çуллахи, вăхăтсенче пылчăкпа тусанран тасатмалла, сăрласа илемлетмелле. 12957 метр çул хĕрринчи лутра хÿмесене те (барьерное ограждение) предприятийĕнех пăхса тăмалла. Çанталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те кĕперсене пăхса тирпейлесе тăрас çĕрте те активлă вĕсем. Сергей Михайлович каланă тăрăх, çул-йĕре йĕркеллĕ тытса тăрас ĕçре 46 единица техника пур. Çул-йĕрсем çинче пур ĕçе те тума пултаракан 6 машина, 2 автогрейдер, 5 КамАЗ, 3 погрузчик ĕçлеççĕ. Кăçалхи çул коллективăн муниципаллă çул-йĕрсем çинче 14 миллион тенкĕлĕх, республика çулĕсем çинче 7 миллион та 500 тенкĕлĕх ĕç тумалла. Февральте кăна çул-йĕрсене тытса тăрас çĕрте 1-шер миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Пăрлак çанталăкра çулсем çинче инкек таврашĕ ан пултăр тесе хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапаççĕ. Ку таранччен ку хутăша 2 пин те 500 тонна сапнă та ĕнтĕ. Çанталăк ăшăтса пынă май путăк-шăтăксене юсама тытăнаççĕ.
Коллективра ĕçчен те пултаруллă çынсем нумай. Вĕсенчен С.Белов водительпе Ю.Иванов парк начальникне палăртса хăварни вырăнлă. Вĕсем иккĕшĕ те кунта çĕнĕ çынсем мар ĕнтĕ, хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ. С.Белов районти иккĕмĕш участокри çул-йĕрсене пăхса тăрать. Ю.Иванов кашни ĕçе тухакан техникăна тĕплĕн тĕрĕслесе кăларса ярать. «Ĕçлеме ÿркенмен ăста пулнă», - теççĕ. Вĕсем пирки те çакнах калама пулать.
Халăх ырлăхĕшăн тăрăшакан предприяти пĕр кунпа пурăнмасть. Вĕсен малашлăх тĕллевĕ пысăк, çул-йĕрсем туса халăхăн пĕр шухăшлăхне, çынсене çывăхлатассишĕн ĕçлеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"