12 февраля 2014 г.
Çак кун - уяв - Рим Империйĕнченех пуçланса кайнă. Клавди иккĕмĕш император пулнă вăхăтра Çветтуй Валентин ятлă священник пурăннă. Рим Империйĕнче Христиан тĕнне ĕненекенсене хăваланă, айăпласа вĕлернĕ, хăшĕсене тĕрмене хупса лартнă. Çвяттуй Валентин вара çак çынсем патне вăрттăн çÿренĕ. Çакăншăн вара хăйне те часах арестленĕ. Легенда тăрăх вăл тĕрмере пĕр-пĕрне юратакансене пилленĕ. Унран та ытларах тĕрмери хуралçăн суккăр хĕрĕпе Астерияпа туслашнă, ăна куракан тунă. Çвяттуй Валентин хăйне асаплантарса вĕлериччен пĕр кун маларах Астерия патне туслăхпа юрату çинчен сывпуллашу çырăвĕ çырса хăварнă. Çыру вĕçĕнче «Сан Валентинран» тесе çырнă. Лăп та шай çак кун февралĕн 14-мĕшĕнче Валентина айăпласа вĕлернĕ. Çапла чуна пырса тивекен историрен пуçланса кайнă Çветтуй Валентин уявĕ паянхи кунчченех пырать.
Çветтуй Валентин кунне уявлани сирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ-и е тата çак уява эсир мĕнле ирттеретĕр? - çапла ыйту патăмăр эпир респондентсене уяв умĕн.
Валентина Левина, медицина сестри: Çветтуй Валентин кунне кашни çулах ĕçри юлташăмсемпе пĕрле паллă тăватăп. Уява хатĕрленсе тутлă апат-çимĕç пĕçеретĕп, пĕрле ĕçлекенсене сăйлатăп. Килте мăшăрпа ирттеретĕп çак паллă уява. Ачасем те Çветтуй Валентин кунĕпе саламлаççĕ. Вĕсем мана хисеплесе чыс туни маншăн чи пысăк телей.
Валентина Кириллова «Заходи» лавкка заведующийĕ: Çветтуй Валентин кунĕ вăл - юратакансен кунĕ. Мăшăрпа, Анатолийпе пĕрле çемье чăмăртани 31 çул çитрĕ. Ачасем те ÿссе çитĕнсе çемье çавăрма тытăнчĕç. Ывăл та çемьеллĕ. Вĕсене пĕр-пĕрне юратма, хисеплеме, çемьене пирĕн пек упрама вĕрентсе пыратпăр. Çветтуй Валентин кунне килте çемьепе пĕрле пурте уявлатпăр. Ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнатпăр, мăнук та пире савăнтарса тăрать. Эпир ăна чунтан юрататпăр.
Влентина, Вăрмар поселокĕ (66 çулта) ку уява эпĕ мĕн астăвассах уявлаççĕ. Хам çамрăкрах чухне (халĕ те ватах мар-ха та, тесе шăппăн кулать) чечек çыххисем те сахалах парнелемен, телефон та пĕр чарăнми тенĕ пекех шăнкăртататчĕ. Саламланă ĕнтĕ, пĕр вĕçĕмсĕр саламланă. Халĕ вара саламĕсем килеççĕ пулин те çамрăк чухнехи пекех мар. Çак куна, темшĕн, пурпĕрех кĕтетĕп.
Валентина кинемей, Çитмĕш ялĕ (85 çулта) кун пек уяв пуррине илтмен те, пĕлмен те, юлашки çулсенче таçтан тупăнчĕ вăл. Православи çыннисен праçникĕ маррине пĕлетĕп те уяв тесе шутламастăп та.
Источник: "Урмарская районная газета"