12 февраля 2014 г.

80 çул каялла, хĕллехи шартлама сивĕ кун, шăп та лăп Çветтуй Валентин кунне Вăрмар районне кĕрекен Шăхальти Еленăпа Иван Кожинсен килне «çĕнĕ кайăк» килнĕ. Пĕчĕк хĕр пĕрчине ашшĕпе амăшĕ юратса Марье ят панă. Хĕр ача çулсерен мар кунсерен ÿснĕ. Часах шкула кайма вăхăт та çитнĕ. Ялта пурăнакансем ĕç çумне çамрăклах çыпăçаççĕ тени те Марье çинченех каланă пек туйăнать. Вăл та мĕн пĕчĕклех ĕçе юратса ÿсет. Шкултан таврăнсанах ашшĕ-амăшне пулăшма васканă. «Ĕçчен хĕр пулать», - тенĕ ашшĕ хĕрĕ çине ытараймасăр пăхса. «Халех манран кая мар тĕрлет. Илеме юратакансем ырă кăмăллă пулаканччĕ», - сăмах хушнă амăшĕ. Кунсем пĕр шелсĕр малалла шунă. Чип-чипер мирлĕ пурăннă вăхăтрах, никам кĕтмен çĕртен Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Вăрçă çулĕсенче кам еплерех пурăнни пурин куçĕ умĕнче пулнă: шартлама сивĕ кунсем, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлени пирки каламалли те çук, пуринчен ытла выçлăх каснă. Юрать-ха вăл вăхăтра çынсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пынă. «Вăрçă пуçланнă чух эпĕ хам та ача кăначчĕ. Килте манран пĕчĕкрех йăмăкпа шăллăмсем пурччĕ. Хамăр пурнăçра эпир тем те курнă. Кĕркунне-и, хĕлле-и колхоз ани çине шăннă паранкă пуçтарма чупаттăмăр. Çĕрĕк паранкăна пуçтарнăшăн та вăрçатчĕç. Анне килте мăян çăкăрĕ пĕçерсе паратчĕ. Мăянпа çĕрĕк паранкăран пĕçернĕ çăкăрăн тути паянхи кун та асрах-ха. Çапах та ĕлĕкхи çынсем вĕсем çирĕп пулнă, чăтнă, тÿснĕ, йывăрлăха парăнман», - аса илĕве путрĕ кукамай. - Шăп çак йывăр та тумхахлă вăрçă нушине пулах малалла вĕренме каяс ĕмĕт сÿнчĕ. Йăмăкпа шăллăмсене хамран телейлĕрех пултарас килетчĕ - тет юратнă кукамай аса илĕвне малалла тăсса. Çавăнпа та кукамай шкул вĕренсе пĕтерсен фермăра сысна пăхнă, бригадăра вăй хунă.
Асаплă çулсене чăтса, пурнăçăн малашлăхне курса пурăннă. Хĕр çулне çитнĕ пулин те кукамай качча кайма васкаман, такама кĕтнĕ. Пĕр ялтах пурăнакан яш каччă - Алексей Константинович Константинов кукамая тахçанах вăрттăн килĕштерсе пурăннă, анчах пырса сăмах ваклама хăяйман, ялан айккинчен сăнанă. «Кукаçу вара пултаруллăччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех йĕлтĕрпе чупма ăстаччĕ, лайăх вĕреннĕ. Шкул пĕтерсен вăл Чăваш ял хуçалăх институтне - хальхи академине вĕренме кĕнĕ. Вăл вăхăтра пурте вĕренме пултарайман, пурнăçĕ те йывăр пулнă. Кукаçу сельхозинститутра вĕреннĕ вăхăтра та Хисеп хучĕсем пĕрре кăна мар илнĕ. Шел пулин, те вĕренсе пĕтерме тÿр килмен, амăшĕ чирленине пула яла килнĕ. Çемьере Олеш кĕçĕнниччĕ. Ашшĕ-амăшне пăхасси вара тĕпчĕк тивĕçĕччĕ...», - тесе ыррипе аса илет вăл кукаçи пирки.
Пĕр ырă кун, 1962 çулхи çулла, май уйăхĕнче вĕсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçлаççĕ. Тепĕр çулталăкран вĕсен çемйине те савăнăç кайăкĕ килнĕ, ку манăн анне - Галя пулнă. Часах çут тĕнчене Надя, Олег, Коля, Ира, Люда килнĕ. Пÿрт шавласа кăна тăнă. Пирвайхи ывăлĕ Олег нумай пурăнайман. Вăл çуралсанах чирлесе çĕре кĕнĕ.
Кукамай - фермăра, кукаçи конюхра тăрăшнă. Кунсем, çулсем малалла шунă, ачисем те ÿссе çитĕннĕ. Пĕрин хыççăн тепри çемье çавăрнă. Халĕ кукамайăн 8 мăнук. «Часах эсир те çемье çавăрăр ак», - тет кукамай пирĕн çине ăш-пиллĕн пăхса. «Çапла шăкăл-шăкăл калаçса пурăнса ĕмĕр иртни те сисĕнмерĕ», - тет кукамай. 2012 çулта кукаçипе кукамай пĕрлешни 50 çул пулмаллаччĕ, 2014 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче вăл та 80 çул тултармаллаччĕ, шел пулин те вăл чирлесе 2012 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса «автан авăтман» яла куçрĕ.
«Юрать, ачасем пулăшаççĕ, мăнуксем кунсерен савăнтараççĕ», - тет кукамай. «Çĕр çынни ялан ĕçлĕ пулмалла, тăрăшăр, вĕренĕр», - тет кукамай пире ăс парса. Хăй те кил хуçалăхне аталантарать: выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç ÿстерет. Пуринчен ытла çывăх çыннăмăр чĕр чунсене юратать. Ахальтен мар вĕсен йышĕ çулсерен хушăнать.
Кукамай, эсĕ пурри пирĕншĕн савăнăç, нимĕнпе виçейми пуянлăх. Тав сана пуриншĕн те чунтан. Эсĕ хаклă кĕмĕл-ылтăнран. Вăй-хал патăрах сана Турри çитмешкĕн 100 çула.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Мaнукe Алина ТРОФИМОВА. Шaхаль ялe.