12 февраля 2014 г.

«ДОКРос» акционерсен хупă обществи районта лайăх аталанса пыракан предприятисенчен пĕри шутланать. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă вĕсен. Ку общество 2013 çулта 20 миллион тенке яхăн продукци туса кăларнă.
Ку унчченхи çулпа танлаштарсан 149,1 процент пулать. Предприяти алăксем тăвассипе ĕçлет. Кунне 25-30 алăк туса кăлараççĕ ăста рабочисем. Кунта ăсталанă изделисем чăтăмлăхĕпе, пахалăхĕпе, илемĕпе палăрса тăраççĕ. Çавăнпа та çак продукцисене Чулхуларан, Мускавран, Тутарстанран туянма килекенсен йышĕ ÿссех пырать. Унсăр пуçне вырăнти халăх та пахаллать ку тавара, çавăнпа заказсем те вĕсенчен нумай.
Хальхи вăхăтра асăннă обществăра 57 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсенчен 30 çула çитмен çамрăксем - 8. Ю.Чернов, К.Сидоров сборщиксем, Е.Степанов фрезеровщик, С.Якимова пресс çинче ĕçлекен, Н.Александрова, Е.Михайлова шлифовщицăсем, В.Соластей, Н.Новикова, Т.Морозова, И.Павлова рабочисем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Асăннă предприяти кал-кал ĕçлесе пыни район аталанăвне те ырă витĕм кÿрет. Çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, район бюджетне хушма укçа кĕрет.
Ку предприяти, 2002 çулта йĕркеленнĕскер, паян ура çинче çирĕп тăрать. Унăн производство енĕпе ĕçлекен пуçлăхĕ Константин Витальевич Цвень палăртнă тăрăх, çитес вăхăтра кунта европа шайне тивĕçтерекен алăксем кăларма тытăнмалла. Çавна май вĕсем ытларах йывăçран тунă алăксем кăларас тĕллевлĕ. Унпа пĕрлех производствăна аталантарса пырса сĕтел-пукан та кăларма шутлаççĕ. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă.
«ДОКРос» обществăра хальхи йышши чÿречесем кăларакан цех та ĕçлет. Кунта 12 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсем йывăçран хальхи йышши стандартсене тивĕçтерекен чÿречесем ăсталаççĕ. «ДОКРос» акционерсен хупă обществинче цехсене реконструкциленĕ, рабочисене тăрăшса вăй хумашкăн пĕтĕм услови пур.
Малашлăх тĕллевĕсем пысăк вĕсен: ĕç çыннисен йышне ÿстерсе предприятие аталантарасси, производство хăватне вăйлатса пырасси.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА