АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 80 çула çитнĕ ятпа, юратнă атте!

08 февраля 2014 г.

80 çула çитнĕ ятпа, юратнă атте!

Паян, шăпах февралĕн 8-мĕшĕнче, Атнаш ялĕнче пурăнакан Николай Кириллович Кириллов 80 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем пĕтĕм чунтан-чĕререн юратса саламлаççĕ, ыррине кăна сунаççĕ.

«Атте, аттеçĕм», - тесе ăшшăн чĕнеççĕ ăна ачисем, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма васкаççĕ. Юбилей умĕн ăна поселокра курма тÿр килчĕ. Вăл яш каччă пек тумланнă, типтерлĕ, ăслă-тăнлă калаçать. Çывхарса килекен юбилейĕ умĕн ачисем ăна чăннипех хисеплени, юратни курăнать.

Николай Кириллович пурнăç тăршшĕпех ĕçе юратса, чунтан парăнса пурăннă çын. Чапа тухассишĕн, сумлă ят илессишĕн çунман вăл нихăçан та. Ĕçлесе, тар тăкса пÿрт лартнă, çемьене тăрантарассишĕн тăрăшнă, ĕçе парăннă...

Н.Кириллов 1934 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Аслă Чакра хресчен çемйинче çуралнă, 5 пĕр тăван ывăлтан чи асли пулнă вăл. Пĕчĕклех ĕç тути-масине аван чухласа ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Кирилл Павлович Павлов (ялта ăна Кирук тенĕ), Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, шĕкĕр Турра, вăрçă пĕтсессĕн çывăх тăванĕсен ăна тăван ялта савăнăçпа кĕтсе илме тÿр килнĕ.

Николай ялти шкулта 5 класс вĕренсе пĕтернĕ те малалла вĕренме кайман. Вăл ялтан яла киномеханик пулăшуçи пулса кино кăтартса çÿренĕ. Çар службине кайиччен колхозра конюхра ĕçленĕ. Виçĕ çул, 1954-1957 çулсенче, Н.Кириллов Рязань хулинче сывлăшпа çар десанчĕн çарĕсенче службăра тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăнсан çамрăк каччă Юдино станцийĕнчи чукун çул çинче рабочи пулса ĕçлеме тытăнать, 11 çул иртет ку ĕçре. Çак вăхăтра вăл çакăнтах Вăрнар районĕнчен ĕçлеме килнĕ хĕре - Риммăна килĕштерсе çемье çавăрать. Çапла 1962 çулта Кирилловсен çĕнĕ çемйи чăмăртанать. Тепĕр 2 çултан çемьере аслă хĕрĕ Надежда çуралать. Йыш хушса пыракан çемье тăван района таврăнма шутлать. Николай Кириллович Вăрмарта тракториста вĕренет, унтан Аслă Чакри «Знамя» хуçалăхра тракторист пулса ĕçлеме тытăнать. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче хăйне шанса панă тимĕр урхамахĕпе ака-суха тунă, яланах малтисен ретĕнче пулнă Николай Кириллович. Çакна килте упранакан Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ.

Мăшăрĕ, Римма Ниловна Кириллова, ĕне ферминче доярка, пăру пăхакан пулать. Тăван хуçалăхра ĕçлекенсен çемйинче пĕрин хыççăн тепри тепĕр 4 ача çуралать. Риммăпа Николай Кирилловсем 5 ача - 2 хĕрпе 3 ывăл - пăхса çитĕнтернĕ. Шел пулин те, чире пула 2009 çулта юратнă мăшăр, анне - Римма Ниловна пурнăçран уйрăлса каять. Ун çинчен аса илнĕ май Николай Кирилловичăн куçĕсем шывланаççĕ, ахаль те тунсăхлă сăн-пичĕ хĕрелет. Пурнăçри пур йывăрлăхпа савăнăçа пĕрле пайланă, тÿссе ирттернĕ çынни юнашар çукки ăна кулянтарать. Юрать-ха, ачисем ватă çыннăн кăмăлне пĕлсе, туйса тăма тăрăшаççĕ, пулăшаççĕ. Килĕнче вăл пĕчченех пурăнать, ачисем тĕрлĕ çĕре саланнă. Аслă хĕрĕсем - Надьăпа Альбина Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ, Владимир ывăлĕ Вăрнар районĕнче уйрăм çын предприниматель, Владислав Тюмень облаçĕнче водитель, Виктор - Энĕшпуçĕнче. Хăйне йăпанмалăх хуçалăхра сурăхсем, чăхсем усрать Николай Кириллович, хаçат вулать.

Сумлă çула çитнĕ ятпа ачисемпе çывăх тăванĕсем ăна çирĕп сывлăх, канлĕ пурнăç сунаççĕ!

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э,МИХАЙЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика