08 февраля 2014 г.
Иртнĕ 2013 çул районти спортсменсемпе спорта юратакансем район, республика, Раççей тата тĕнче шайĕнче тунă çитĕнÿсемпе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсенче пирĕн ентешсем малти тата призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Вĕсем хутшăннă ăмăртусем пирки район хаçачĕ, республикăри тата центрта тухакан хаçат-журналсемпе массăллă информаци хатĕрĕсем уççăн çутатса пачĕç.
Районти физкультурăпа спорт Спартакиади шучĕпе çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетнĕ пекех Вăрмарти спорт çуртĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шашкăлла выляс енĕпе ăмăртусем пулса иртрĕç. Ăмăртăва хутшăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçрĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламланă хыççăн уйрăм çĕнтерÿçĕсемпе çĕнтерÿçĕ командăсене медальсем, дипломсем тата укçан преми парса чыс турĕ. Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: уйрăм выляса арçынсем хушшинче Н.Дмитриев, СССР спорт мастерĕ (Кавал ялĕ), хĕрарăмсем хушшинче Л.Агапова (Вăрмар поселокĕ). Командăсем хушшинче 1 - Кавал ял тăрăхĕ, 2 - Вăрмар хула тăрăхĕ, 3 - Мăнçырма ял тăрăхĕ пулчĕç. Унтан Константин Владимирович районти паллă спортсменсен иртнĕ çулхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех кăçалхи çул пирĕн районта шашка енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту ирттерме палăртнине каларĕ. Унта пирĕн республикăри тата ытти регионсенчен килекен паллă шашистсем хутшăнасса палăртрĕ.
Юлашкинчен райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин кирек мĕнле спорт вăййисенче те сывă пурнăç йĕркине пăхăнни паллă вырăнта пулмалла, терĕ, çĕнĕ - 2014 çулта районти спортсменсене пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Спорт вăййисем те çĕнĕрен пуçланчĕç. Паллах вĕсен хушшинче февралĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи стадионра пулса иртнĕ “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2014” йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ паллă вырăн йышăннă. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем йышлăн хутшăнчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ИВАНОВ