АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи пахи - ăш пиллĕ сăмах», -

08 февраля 2014 г.

«Чи пахи - ăш пиллĕ сăмах», -

тесе калас килет халăхшăн ĕçлекен çынсем çинчен.

Владимир Ефимович НИКИТИН 1954 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче хамăр районти Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Туслă çемьере, çитĕннисем кĕçĕннисене ăса вĕрентсе, кил хушшинчи ĕçсене пĕрле туса ÿснĕ вĕсем.

Шкула кайма вăхăт çитсен сумкка çакса шкула утма пуçлать Владимир, кĕçĕн классенчен вĕренсе тухсан Мăнçырмари вăтам шкула çÿреме пуçлать. Пĕчĕклех спортпа туслă пулнăскер ку шкулта та çуран чупассипе, çÿллĕшне тата тăршшĕне сикессипе, йĕлтĕрпе ирттерекен ăмăртусене хутшăнса шкул чысне хÿтĕленĕшĕн нумай Хисеп хучĕпе тав çырăвĕсене тивĕçнĕ пултаруллă спортсмен. Çавăнпа та пулĕ вăтам шкул вĕренсе пĕтерсенех Владимир Ефимович Тикашри 8 çул вĕренмелли шкулта физкультура учителĕ пулса пĕр çулталăк ĕçлет.

1972 çулта çамрăк каччă пĕр иккĕленсе тăмасăр çар службине тухса каять. Çар пурнăçĕ пур çамрăка та йывăрлăхсене çĕнтерме, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшать. Пысăк ĕмĕт-туйăмсемпе таврăнать çамрăк салтак киле. Хăйĕн ĕмĕчĕсене ашшĕ-амăшĕпе сÿтсе явнă хыççăн, 1974 çулта, Шупашкар хулинчи ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет вăл.

«Пултаруллă çын - пур çĕрте те пултаруллă», - теççĕ халăхра. Чăннипех Владимир Ефимович, специальноç илни çинчен пĕлтерекен диплома алла илсенех, хамăр районти «Сельхозтехника» предприятинче тĕп инженер пулса ĕçлеме тытăнать. Нумаях та вăхăт иртмест, пултарулăхĕпе тăрăшулăхне шута илсе, ăна çак предприятин ертÿçи пулма суйлаççĕ. Çак питех те нумай енлĕ, яваплă ĕçре Владимир Ефимович халăхпа пĕр чĕлхе тупса, ĕçе мала ярассишĕн вăй хурать. Çĕршыври пысăк пулăмсемпе улшăнусем Владимир Ефимовичăн пурнăçне те пырса тивеççĕ. Çапла вара вăл районти газификаци службинче ĕçлеме тытăнать те мĕн паянхи кунчченех кунта тăрăшать. Районти нумай ялта кĕске вăхăтра «кăвак çулăм» кĕртме пулăшса мĕн чухлĕ çынна савăнтарман-ши, мĕн чухлĕ ăшă сăмах илтмен-ши хăй ĕçне чунтан юратса, яваплăха туйса пурнăçлакан çын.

Чунĕпе ырă çын çемьере те лайăххипе кăна палăрать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем те хăйсем пекех туслăха хисеплесе, ĕçе юратса ÿснĕ. Халĕ Никитинсене икĕ мăнукĕ савăнтарать. Çакă мар-и-ха ĕнтĕ куç тулли телей!

Малашнехи пурнăçра хурçă пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр, пархатарлă кун-çул, тулăх пурнăç сунатпăр. Çын хушшинчи хисепÿ ан иксĕлтĕр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтÿ пурнăçланса пытăр сирĕн, Владимир Ефимович.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Пeрле ecлекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика