АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсем манăçмаççĕ

08 февраля 2014 г.

Пултаруллă юстици полковникĕ Иван Семенович Семенов хамăр районти Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Хусанти юридици институтĕнче малалла пĕлÿ пухса 1938 çулта алла диплом илнĕ. Ун хыççăн малтанхи вăхăтра çар трибуналĕн членĕ, каярахпа председателĕ пулса ĕçленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Тĕнчере вăрçă кĕрленĕ вăхăтра вăл Ворошиловград гарнизонĕнче çар прокуратурин Академийĕнче службăра тăнă. Унтан Мускав хулин çар прокурорĕн пулăшуçи пулса 1957-мĕш çулччен вăй хунă. 1961 çултанпа Чăваш Республикин Аслă сучĕн членĕ уголовлă ĕçсене пăхса тухакан суд коллегийĕнче тăрăшнă. Унăн сумлă ĕçне Тăван çĕршыв тивĕçлипе хакланă. Аслă Отечественнăй вăрçăн 1 степеньлĕ орденĕ, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, 15 медаль пур, Тав хучĕсемпе хаклă парнесене шутласа та кăларма çук тесен те тĕрĕсех. Йывăр вăхăтра яваплă ĕçсене пурнăçлама пĕрре те çăмăл пулман. Аслă пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă юрист йывăрлăхсем умĕнче пуçне усман. Темле синкер вăхăтра та чунлăхпа çынлăх пирки манман, тăван халăхшăн çине тăрса ĕçленĕ. Эпĕ хам та унпа темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă. Çамрăк чухне, патшалăх ĕçне пурнăçланă май, манăн Иван Семенович çуралса ÿснĕ ялта, унăн тĕп килĕнче хваттерте пурăнма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне унта унăн йăмăкĕ Мария пĕчченех пурăнатчĕ. Тăватă ача пăхса ÿстернĕскер, килте пĕри те çукчĕ. Лидия хĕрĕ институтра вĕренетчĕ, Валя Кувшинкăри кану çуртĕнче ĕçлетчĕ, Ольга ялтах хăйĕн çемйипе пурăнатчĕ, ывăлĕ - Владимир салтакра пулнă хыççăн Тинĕс çар флотĕнчех юлнă. Мария Семеновна хăй те çынна юратакан ăш-пиллĕ хĕрарăмччĕ. Вăхăт çуккине пăхмасăрах, Иван Семенович час-часх тăван ялĕнче пулатчĕ. Пĕррехинче манăн аттепе анне те кăмăлтан калаçса ларнăччĕ унпа. Атте, журналист пулнă май, интервью та илнĕччĕ унран. Пĕр кĕрекере апат та ларса çинисем сахалах пулман. Хăйне пысăка хума вĕренмен, ĕçĕ пирки нумай каласа кăтартман - юраман ĕнтĕ. Хура ĕçрен нихăçан та ютшăнман, ялта çитĕнсе ÿснĕ-çке. Йăмăкне хуçалăх ĕçĕсем тума нумай пулăшатчĕ. Вĕсен кил-çурчĕ чуна тыткăнлакан илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Анкарти хыçĕнче тăп-тăрă юханшыв юхса выртать, аяларах питĕ пысăк сад пахчи пурччĕ. Çырма хĕрринче совхоз тĕрлĕрен пахча çимĕç ÿстеретчĕ. Халĕ çук ĕнтĕ вĕсем. Эпĕ хам çамрăк чухнехи, 45 çул каяллахи, пурнăçа аса илсе çыртăм.

Иван Семенович Семенов çут тĕнчерен 1994 çулта уйрăлса кайнă. Унăн сулмаклă кун-çулне ачисемпе мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Мария Семеновна та пирĕнпе пĕрле 2002 çултанпах пурăнмасть. Хăй нихăçан та çак статьяна вулаймасть пулин те эпĕ ăна чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Вăл мана хăйĕн тăванĕ пек пăхса усрарĕ. Маншăн вĕсем пурте çывăх тăвансем пекех асăмра юлчĕç. Ырă ĕçсем нихăçан та манăçмаççĕ. Пурнăç вара пĕр чарăнми малаллах шăвать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М,ПРОКОПЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика